Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сĕнтĕрвăрри чăваш пики - 2019

17:36 05 ноября 2019 г.

Чăваш пики тени илемлĕн янăрать

Вăл чĕрере вăй-хал парса тăрать.

Кашни пике ытарайми илемлĕ

Сăн-пичĕсем çунса тăраç хĕлхемлĕн.

Чăваш пики, чăваш пики, чăваш пики

Çак çĕр çинче тек çук пуль сан пекки.

Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче ирттерекен кану каçĕсемпе конкурс-фестивальсене яланах халǎх йышлǎ пухǎнать. Илемлĕ те çепĕç тата таса чǎваш чĕлхипе йĕркелесе ирттерекен мероприятисен тĕллевĕ – тǎван чĕлхемĕре упраса хǎварасси, авалхи несĕлĕмĕрсен йǎли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртсе тǎратасси тата вĕсене манǎçа тухма парас марри. Хǎйĕн историне, йǎх-несĕлсен тымарне çирĕп пĕлекен халǎх вǎйлă, ун пуласлǎхĕ те çирĕп. Çакна тĕпе хураççĕ те кулленхи ĕçре Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕн ĕçченĕсем. Кирек мĕнле пуçарǎва та пурнǎçа кĕртнĕ май, ун пахалǎхĕ пирки те шухǎшлаççĕ.

Палǎртма кǎмǎллǎ, чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура çуртĕнче черетлĕ «Сĕнтĕрвăрри чăваш пики - 2019»  конкурс-курав та çакна çирĕплетет. Кăçал унта 11 чипер те  сăпайлă та пултаруллă, чи илемлĕ те яштака пӳллĕ хĕр пике хутшăнчĕç. Кǎçал иртекен «Сĕнтĕрвăрри чăваш пики -2019» конкурса Сĕнтĕрвăррисем Раҫҫейре Театр ҫулталӑкне халалларĕç.

Уяв-конкурс чăвашсен авалхи тата хальхи  тумĕсен  «Авалăхран паянхи куна çити» куравран пуçланчĕ. Курав тĕлĕнмелле, хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Чăвашсен тумĕнче унăн пурнăçĕ, пуян историйĕ пулнине кăтартса пачĕç Сĕнтĕрпуçсем. 

 

«Хĕрарǎм – пурнǎç тыткǎчи, çемье вучахĕн ǎшшине упраканĕ», - тенĕ халǎхра. Чǎваш пикин хастарлǎхĕ, ĕçченлĕхĕ, сǎпайлǎхĕ тата илĕртӳллĕхĕ, кǎмǎл-сипечĕ - чǎваш халǎхĕн малашлǎхĕн çирĕп никĕсĕ. Çакна Сĕнтĕрпуç культура керменĕнче конкурса хутшǎнакан пикесем те çирĕплетсе пачĕç. Хĕрсем 5 номинацире тупǎшрĕç, кашниех хǎйне тивĕçлĕ шайра кǎтартма тǎрǎшрĕ.

Чи малтанах вĕсем хǎйсемпе паллаштарчĕç. Акǎш пек илемлĕн, шурǎ хурǎн пек яштака кĕлеткеллĕ пикесем Валерий Клементьев репертуарĕнчи «Чăваш пикисем» юрǎ кĕввипе ярǎнса утса тухсан, залра ларакансем тǎвǎллǎн алǎ çупрĕç. Пикесем тӳррех куракансене тыткǎнларĕç. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри тǎрǎхĕнчи чăвашсен хальхи тумĕн илемне, сумне те ǎста кǎтартрĕç. Чǎваш халǎхĕн апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлнине те çирĕплетрĕç пикесем. Хĕрсем хǎйсем пысǎк тавракурǎмлине ыйтусем çине хуравласа çирĕплетрĕç. Республикǎри театрсем, режисерĕсем тата унта вылякан  артисчĕсем çинчен лайǎх пĕлнине кǎтартса пачĕç. Чǎваш халǎхĕн çĕр пин юрǎ-кĕвĕ, сǎвǎ-ташǎ тĕнчи те пикесемшĕн ют мар иккен. Вĕсем юрра-ташша та ǎста пулнине, сǎвǎ вулас вǎрттǎнлǎха пĕлнипе палǎрчĕç.

Паллах, жюри членĕсене: район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхне Елизавета Викторовна Матюшовăна, Сĕнтĕвăрри районĕн  хисеплĕ гражданине,  чăваш халăх  артистне Иван ИвановичИванова, район пухăвĕн депутачĕсен культурăпа пĕлӳ комитечĕн председательне  Александр Сергеевич Чернова çǎмǎлах пулмарĕ. Кǎçал конкурса пур енĕпе те пултаруллǎ та маттур, сǎпайлǎ та ӳркенмен, чǎн чǎваш чунлĕ пикесем хутшǎнчĕç. Çапах та Елизавета Викторовна ертсе пынипе тӳресем тĕрĕс пĕтĕмлетӳ турĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем баллсене шутласан "Сĕнтĕвăрри чăваш пики - 2019" ята Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи пике  Дарья Елкина çĕнсе илчĕ.  "Вице - Сĕнтĕвăрри чăваш пики" – Октябрьски ял хутлăхĕнчи Клавдия Никанорова пулчĕ. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пикисем Анастасия Миронова  "Куракансем кăмăлланă пике", Михайлова София «Çивĕч ăс-тăнлă пике», Сĕнтĕврвăрри хулинчи пике Васильева Ирина «Хӳхĕм пике», Урхас Кушкă  пики Владимирова Альбина «Илĕтрӳллĕ пике», Хуракасси ял хутлăхĕн пики  Пыркина Анастасия «Кăмăллă пике», Карапаш ял хутлăхĕн пики Мартьянова Людмила «Тараватлă пике», Чăнкасси ял тăрăхĕнчи Кузьмукова Кристина "Сăпай пике", Шуршăл ял хутлăхĕн пики Доброва Екатерина «Вичкĕн пике», Аксарин  ял хутлăхĕнчи Мошкова Валерия, "Чи пултаруллă пике"  ята тивĕçрĕç.

 Уяв каçĕн чи хаваслă саманчĕ вара пикесем тĕрлĕ номинацисенче               ҫӗнтернипе кăна вĕçленмерĕ. Район ыр кăмăллăằ çынсемпе пуян, шăпах вěсем пикесене  тĕрлĕ парнесем парса хавхалантарчĕç. Матюшова Елизавета Викторовна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕСĕнтĕрвăрри хулин пикине Васильева Иринăна парне парнелерĕ. «Мария» лавкка хуçи Белов Петр Александрович хĕрсене пылак кучченеçпе савантарчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи культура Çурчĕсен ĕçченĕсем «Сĕнтĕвăрри чăваш пики – 2019» ятне илнě Дарья Елкинăна чăваш масмакĕ, пикесене  парнесем парнелерĕç. Çак  конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă  ыр-кằмằллằ, хằйсен нухратне шеллемен çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр. Пикесене конкурса хатĕрленме пулǎшакансене тав сǎмахĕсем калатпǎр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.

      

 

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика