Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днём российского предпринимательства

07:30 25 мая 2019 г.

Хисеплĕ предпринимательсем!

Сире Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак кун - теветкеллĕхрен шикленмен, хăйсем ҫине яваплăх илме пултаракан тата хăюллă тĕллевсемпе проектсене пурнăҫа кĕртме пултаракан ҫынсен уявĕ.

Чăваш Енре паян пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 16 пин предприятийĕ регистрациленнĕ, 30,7 пин уйрăм предприниматель ĕҫлет. Нумай енĕпе вĕсем тăрăшуллă тата йĕркелӳҫĕ таланчĕллĕ пулни экономикăна аталантарма май парать, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, бюджетăн тупăш пайĕ пуянланать, таварсемпе пулăшу ĕҫĕсен ассортименчĕ  анлăланать.

Влаҫăн мĕн пур шайри органĕсен тĕп тĕллевĕ - предпринимательсемшĕн хăйсен  хăвачĕпе туллин усă курмалли лайăх майсем йĕркелесси. Республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине лайăхлатас тата анлăлатас, инвестицисем явăҫтармалли условисем йĕркелес енĕпе тĕрлĕ енлĕн ĕҫлетпĕр.

2019 ҫултан тытăнса Чăваш Ен «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуҫарулăхне пулăшасси» наци проектне пурнăҫлас ĕҫе пуҫăнчĕ, ҫакă 2024 ҫул тĕлне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсен шутне 30% ӳстерме май парĕ.

Мĕн пур предпринимателе экономикăна тата обществăри социаллă тăнăҫлăха ҫирĕплетес ĕҫе курăмлă тӳпе хывнăшăн тав тăватăп. Эсир тăван тăрăха аталантарма, ыр кăмăллăх пуҫарăвĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пулăшни уйрăмах хисепе тивĕҫ.

Пĕтĕм чунтан ĕҫĕре ăнтарса пыма, шанчăклă ĕҫтешсем тупма, Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн пурнăҫлакан мĕн пур тĕллевĕре тӳрре кăларма, сире тата ҫывăх ҫыннăрсене ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, ыранхи куна ҫирĕп шанма сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                               Михаил Игнатьев

 

 

Уважаемые предприниматели!

Поздравляю вас с Днем российского предпринимательства!

 Это праздник людей, умеющих рисковать, брать на себя ответственность и воплощать в жизнь смелые идеи и проекты.

В Чувашии сегодня зарегистрировано 16 тысяч предприятий малого и среднего бизнеса, трудится 30,7 тысячи индивидуальных предпринимателей. Во многом благодаря их энергии и организаторскому таланту экономика развивается, создаются новые рабочие места, пополняется доходная часть бюджета, расширяется ассортимент товаров и услуг.

Ключевая задача органов власти всех уровней – создать благоприятную среду для реализации предпринимательского потенциала. В республике ведется многоплановая работа по совершенствованию и расширению поддержки малого и среднего бизнеса, созданию условий для привлечения инвестиций.

С 2019 года Чувашия включилась в реализацию национального проекта «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы», что позволит увеличить численность субъектов малого и среднего предпринимательства на 30% в 2024 году.

Выражаю благодарность всем предпринимателям за весомый вклад в укрепление экономики и социальную стабильность общества. Особое уважение вызывает ваша помощь в развитии родного края, поддержка благотворительных инициатив и социально значимых проектов.

От всей души желаю процветания вашему делу, надежных партнеров и успешной реализации всех замыслов на благо Чувашской Республики! Крепкого здоровья, счастья, благополучия и уверенности в завтрашнем дне вам и вашим близким!

 

Глава Чувашской Республики                                                  Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика