Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Ямаш пики Лидия Пуганова – «Раççей чăваш пики-2018».

08:00 03 декабря 2018 г.

Чÿк уйãхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчи тата Чăваш Ен районĕсенчи конкурссенче çĕнтернĕ чиперуксем «Раççей чăваш пики -2018» ята илессишĕн ăмăртрĕç. Конкурса пурĕ 18 хĕр-пике хутшăнма кăмăл тунă. Пурте пултаруллă, хастар, малкурăмлă. Канаш район чысне Ямаш пики Лидия Пуганова хÿтĕлерĕ.

         Кăçал регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ  тупăшу  ЧНК «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» прекчĕпе килĕшÿллĕн пулчĕ.
         Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов килсе çитрĕç. Вĕсем сумлă тупăшăва хутшăнакансене саламларĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи пултаруллă ЧНК хастарĕсене Хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç. Культура министерствин Хисеп хучĕпе конгресăн культура комитечĕн председательне Вера Архиповăна, ЧНК Хисеп хучĕпе «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсене Валентина Багадеровăпа Нина Ивановăна чысларĕç.

Уява Алексей Шадриков эстрада юрăçи хăйĕн юррипе уçрĕ.

Хĕрсем пĕринчен пĕри хитре, матур та сатур. Пурĕ тăватă тĕрлĕ тупăшу: хăйĕн çинчен каласа парасси, пултарулăх конкурсĕ, чăваш апатне хатĕрлесе килсе ун синчен кăсăклă каласа парасси, ăс-тăн конкурсĕ тата чăваш тумĕпе сцена çинчен утса  илеме кăтартасси.

Тÿресем хушшинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президиум пайташĕ Юрий Зорин, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, ГТРК «Чувашия» шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев, иртнĕ çулхи «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçисем тата ытти сумлă çынсем пулчĕç.

Пикесем пур тĕрлĕ конкурс витĕр тухсан, тÿресем баллсене шутласан «Раççей чăваш пики -2018» ята Канаш район пики Лидия Пуганова тивĕçрĕ!

Иккĕмĕш вырăна тата «Вице Раççей чăваш пики» ята  - Куславкка хĕрĕ Ангелина Мотова, виççĕмĕш вырăна тата "Чи ăслă та вичкĕн пике" ята Тутар Республикинчи Элмет районĕнчен çитнĕ Карина Туктамышева илчĕç.

Муркаш районĕнчи Елена Григорьева – «Чи хÿхĕм пике», Тăвай пики Анастасия Моисеева – «Куракансем кăмăлланă пике», «Чи тарават пике» - Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ Алена Портнова, «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» - Тюмень тăрăхĕнченех килнĕ Екатерина Степанова пулчĕç.

Конкурса хутшăннă пур хĕр те сумлă парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.

 Лидия, маттур!!! Саламлатпãр!!! Āнãçу та телей сунатпãр!!!

 

фоторепортаж

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика