Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Чӑваш халӑх юррисене чунтан савса юрлатпӑр

08:15 26 ноября 2018 г.

Тӑван чӗлхе, ташӑ-юрӑ, чӑваш тӗрри-эрешӗ – халӑхӑн нихçан иксӗлми ӑс-тӑн çӑл куçӗ. Çак çӑл куçран эпир мӗн ачаран пӗлӳ илсе ӳсетпӗр. Асатте-асаннесенчен упранса юлнӑ пуянлӑха сыхласа хӑварас ӗçре фольклор ушкӑнӗсен тӳпи те пысӑк.

Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗ çумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ Çӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Патӑрьел ялӗнче пулчӗ. И. Я. Яковлев çуралнӑранпа 170 çул, Чӗмпӗр чӑваш шкулне уçнӑранпа 150 çул çитнине халалланӑ концертра юрӑ хыççӑн юрӑ, илемлӗ кӗвӗ-çемӗ шӑранчӗ. Вӑйӑ, салтак, хӑна, тус-тӑванлӑх юррисемпе куракансен чунне тыткӑнларӗç артистсем, туй йӑли-йӗркине сӑнларӗç, пурнӑçран илнӗ шӳт-кулӑпа савӑнтарчӗç.

Тунсӑхлӑн та хавассӑн, уççӑн, ирӗккӗн, мӑнаçлӑн янӑрарӗç асатте-асаннесен юррисем. Тӗрри-эрешӗ куçа илӗртрӗ, ташши-çемми кӑмӑла çӗклерӗ.

 

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика