Культура Мариинско-Посадского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Сĕнтĕвăрри Чăваш пики - 2018" конкурс Сĕнтĕвăрри районěн çыннисемшĕн чăн-чăн чăваш уявĕ пулса тăчĕ

17:08 10 ноября 2018 г.

Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Сĕнтĕрвăрри Чăваш пики» конкурс Сĕнтĕрвăрри районĕнче саккăрмĕш  хут иртрĕ. Çак конкурса хапăл туса, йыхрава йышăнса Сĕнтĕрвăрри районĕнчи  тĕрлĕ ял-хутлăхĕнчен чи чипер хĕрсем Сĕнтĕрпуç культура Çуртне килсе çитрĕç.

 «Сĕнтĕрвăрри Чăваш пики – 2018» конкурса Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.П.Белова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е.В. Матюшова,    Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр Ен » ентешлĕх пуçлăхĕ А.Г. Кузнецов, «Раççей Чăваш пики- 2017» конкурса хутшăннă  Александрова Регина Валерьевна уçрĕç.

Вĕсем Сĕнтĕвăрри чăваш пикисене тата вĕсен ертÿçисене конкурса хутшằнма кằмằл тунишěн чунтан тав турĕç, ăнăçу сунчĕç. Конкурс çулран çул сумлăланса, илемленсе пынине, унта хутшăнас кăмăллă, тивĕçлĕ хĕр-пикесем нумайлансах пынине палăртрĕç.

Конкурса   Сěнтěрпуç шкулěнче пуçламằш классене вěрентекен Ларионова Ольга Леонидовна тата унằн х 5-мěш класра вěренекен   Богдан ывằлě çепĕç те илемлĕ, таса чăвашла калаçса ертсе пычĕç. Çакăн çинчен каласа хăварма питĕ те  кăмăллă.

Чăваш пикисем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн пиллĕк тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç.

Тупăшу xĕpÿ иртрĕ. Xÿxĕм те илĕртÿллĕ чăваш пикисем малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Палăртса хăвармалла, видеопаллаштарусен пахалăхĕ те кашни çул ÿссе пырать, кашни паллаштару хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулчĕ. Ăc-тăн çивĕчлĕхĕ енчен те пултаруллă ăмăртрĕç,  хăйсене тивĕçлĕн кăтартрĕç чиперккесем..  Тутлă та пахалăхлă тăван халăхăн апат-çимĕçне nĕçepce килсе ун çинчен каласа пама пĕлни зала лằк туллии пуçтарằннằ куракансене уйрằмах килěшрě. Хĕрсем хăйсен пултарулăхне юрăра, ташăра кăтартрĕç.   Наци тумне халăх умĕнче илемлĕн кăтартма пултарчĕç.

Сумлă тӳресем " Сĕнтĕрвăрри  чăваш пики -2018" конкурса хутшăнакан вунă пикен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтарма пĕлнине тата пултарнине шута илчĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем баллсене шутласан "Сĕнтĕвăрри чăваш пики - 2018" ята Октябрьски ял хутлăхĕнчи Алена Портнова çĕнсе илчĕ.  "Вице - Сĕнтĕвăрри чăваш пики" – Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи  Дарья Елкина пулчĕ, "Чи пултаруллă пике" ята Шуршăл ял хутлăхĕнчи Милена Терехова,  «Тараватлă пике» ята Аксарин  ял хутлăхĕнчи Юлия Григорьева, "Çивĕч ăс- тăнлă  пике" ята Урхас Кушкă ял тăрăхĕнчи пике Карина Тюменева, Чăнкасси ял тăрăхĕнчи Анжела Солина "Вичкĕн пике", Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пики Анастасия Кудряшова  "Куракансем кăмăлланă пике", Кукашни ял хутлăхĕн пики Екатерина Максимова «Кăмăллă пике», Карапаш ял хутлăхĕн пики Алина Макарова «Сăпай пике», Хуракасси ял хутлăхĕн пики Диана Шиверова «Илĕртӳллĕ пике» ятсене тивĕçрĕç.

Уяв каçĕн чи хаваслă саманчĕ вара пикесем тĕрлĕ номинацисенче               ҫӗнтернипе кăна вĕçленмерĕ. Район ыр кằмằллằ çынсемпе пуян, шằпах вěсем пикесене  тĕрлĕ парнесем парса хавхалантарчĕç.

Мастьянов Сергей Витальевич ООО, «НПП Вершина» компанийĕн ертӳçи, кашни пикене  торт парса хавхалантарчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура Çурчĕ çумĕнчи «Орифлэйм» представитĕлĕсем Батракова Анжелика тата Наумова Валентина та хĕрсене парнесем парса чысларĕç.Иванов Николай Иванович  ООО «Озон» ертсе пыракан компанийĕн ертӳçи Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пикине Анастасия Кудряшовăна «Лэтуаль» команийĕн 2 пинлĕх сертификатне парнелерĕ. «Ключи от Чебоксар» куçми пурлăх агенствин пуçлăхĕн çумĕ Кириллова Наталья Германовна Тюменева Каринăна 5 пинлĕх сертификат парса чысларĕ.    Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр Ен » ентешлĕх пуçлăхĕ А.Г. Кузнецов тепěр хут хằйěн илемлě юррипе савằнтарчě,  пикесене  вара чăваш эстрада çалтăрĕсен концертне кайма билетсем пачĕ, Шуршăлти «Звездный» ачасен ташằ ушкằнне те парне парса хавхалантарчě. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи культура Çурчĕсен ертӳçисем «Сĕнтĕвăрри чăваш пики – 2018» ятне илнě Портнова Аленăна чăваш масмакĕ парнелерĕç. Çак  конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă  ыр-кằмằллằ, хằйсен нухратне шеллемен çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр.

Уяв каçне Сĕнтĕрпуç культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тата Шуршăл культура Çурчĕ çумĕнчи «Звездный» халăх ташă ушкăнĕ куракансене юрăсемпе ташăсем парнелерĕç, залра ларакан çынсен чĕрисенче ырă туйăмсем çуратрĕç.

Октябрьскинчи культура Çурчĕн ертӳçи пулса ěçлекне Портнова Аленăна  пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики»  конкурсра  тата та пысăкрах çитĕнӳсем тума сывлăх, телей. ăнăçу сунатпăр.

Культура Мариинско-Посадского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика