Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем строителя

Поздравление с Днем строителя

Строительство комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Строитель профессийĕ  - чи хисеплисенчен пĕри. Пурăнмалли кил-çурт, социаллă объект çĕклетĕр е хытă сийлĕ çулсем саратăр-и - районăн социаллă экономикăллă аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр, халăха пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассипе тимлетĕр. Кану вырăнĕсене тирпей-илем кĕртессинче те строительсен тÿпи пысăк. Строительство отраслĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула экономикăн ытти отраслĕсем те ăнăçлă аталанаççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ           И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ               Н.П.Миллин.



10 августа 2018
08:27
Поделиться