Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп тема - суйлава хатĕрленесси

Ĕнер Сĕнтĕрвăрри районĕнче йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче унăн темисем çаксем пулчĕç: 2018 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне хатĕрленни çинчен; 2018 çулта пенси законодательствине кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен.

Кун йĕркинчи ыйтусене çутатма республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем те килсе çитрĕç, вĕсем хушшинче - Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева, Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертỹçин çумĕ А.Юркин, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕ" бюджет учрежденийĕн Мускав районĕнчи подстанцийĕн ертỹçин çумĕ В.Иванов. Çавăн пекех информаторсен йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Гладкова, район Пухăвĕн депутачĕсем В.Петров тата В.Самсонов, Раççей Пенси фончĕн Сĕнтĕрвăрринчи пайĕн пуçлăхĕ М.Маренина, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Кучук, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева тата ытти яваплă çынсем те пулчĕç.

Тĕлпулусем Раççей Шалти ĕçсен министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пайĕнче, хулари "Пилеш" ача садĕнче, Кукашнири культура çуртĕнче, Хуракассинчи "Светлячок" ача садĕнче иртрĕç. Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп вăййисен чемпионки Е.Николаева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников полици ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.

Раççей ШĔМĕн Сĕнтĕрвăрринчи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Федоров чи малтанах хăнасене полици пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Юлашки çулсенче преступленисен хисепĕ чакнине палăртрĕ. Çакă çынсен пурнăç шайĕ ỹснипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса панипе тата полици ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе çыхăннă.

Информаторсем кун йĕркинче тăракан ыйтусене туллин çутатрĕç. Уйрăмах пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчи суйлав çинче чарăнса тăчĕç. Калас пулать, суйлав бюллетенне 8 кандидата кĕртнĕ. Халĕ вĕсем агитаци ĕçĕпе активлă ĕçлеççĕ. Чăваш Республикинче суйлав кампанине ăнăçлă ирттерме Тĕп суйлав комиссийĕ, 28 Территори суйлав комиссийĕ, 1177 Участок суйлав комиссийĕ туса хунă. 9 пин çын ытла суйлав комиссийĕ- сен пайташĕсем шутланаççĕ. Кашни суйлав участокĕ вăтамран 800 çынна йышăнма хатĕр. Кашни Территори суйлав комиссийĕнче тата 349 суйлав участокĕнче видеокамерăсем пулаççĕ. Вĕсенче суйлав мĕнле иртнине Интернет урлă сăнама пулать. Шупашкарти 125 суйлав участокĕнче КОИБсем (комплекс обработки избирательных бюллетеней) вырнаçтараççĕ. Вĕсем бюллетеньсене тата сасăсене çын пулăшмасăр шутлаççĕ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра 934135 суйлавçă шутланать. Вĕсем хăйсене сасăлама хăтлă суйлав участокне те суйласа илме пултараççĕ (сăмахран, çын хăй пурăнакан вырăнтан аякра ĕçлет, вĕренет, командировкăна каять тата ытти те). Кун пек чух заявлени çырмалла. Ăна нумай функциллĕ центрсенче, суйлав участокĕсенче йышăнаççĕ. Интернетпа усă курса Госуслуги.ру портал урлă та пама пулать.

Паллах, полици ĕçченĕсемпе калаçу районти суйлав участкĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен те пулчĕ. Кашни суйлав участокне право хуралĕн ĕçченĕсем сыхлĕç. Вĕсем умне ку енĕпе анлă задача лартнă.

Тĕлпулăва пынă полици ĕçченĕсен асĕнче уйрăмах Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Е.Николаева тухса калаçни тарăн йĕр хăварчĕ. Халĕ Корейăри Пхенчханра хĕллехи Олимп вăййисем пыраççĕ. Раççей атлечĕсене допинг пирки тухнă сас-хурана пула уйрăмах йывăр килет. Кашни медале çĕнсе илме мĕне тăрать вĕсене! Елена Николаевна вара виçĕ Олимп вăййине хутшăнса ылтăн тата кĕмĕл медальсем çĕнсе илме пултарнă. Паллах, районта кун пек легендарлă спортсмен çурални тата пурăнни - вĕçĕ-хĕррисĕр мăнаçланмалли сăлтав. Полици ĕçченĕсем меллĕ самантпа усă курса Олимп медалĕсене тытса курчĕç, паллă спортсменкăпа тата ытти хăнасемпе пĕрле асăнмалăх сăнỹкерчĕк турĕç.

И.ВАСИЛЬЕВ.



22 февраля 2018
12:38
Поделиться