Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем защитника Отечества

Поздравление с Днем защитника Отечества

Хисеплĕ  ветерансем, çар çыннисемпе запасри салтаксем! Хаклă ентешсем!

 

Сире чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çак кун эпир хамăрăн аслă патшалăхăмăрăн тăнăçлăхне сыхлакан, унăн чиккисене шанчăклăн хураллакан хỹтĕлевçĕсене чыслатпăр. Эпир хамăрăн аттесемпе асаттесен хăюлăхĕпе, Тăван çĕршыва юратса ăна хỹтĕленĕ паттăрсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Сирĕн паттăрлăхăр - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин, "вĕри точкăсенче" çапăçса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ентешсен умĕнче пуç таятпăр. Хальхи вăхăтра çĕршыв чиккисене сыхлакан, çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем те тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.

Кашни арçын хăй çемйишĕн  çирĕп шанчăк, кил тĕрекĕ, тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн тăрăшакан пулма тивĕçлĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшÿ, тăнăç пурнăç сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ               И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ    Н.П.Миллин.



22 февраля 2018
08:00
Поделиться