Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем Конституции Российской Федерации

Хисеплĕ ентешсем!

 Сире чĕререн Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Коституци кунĕ Тăван çĕршыва юратакансене, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшакансене пĕрлештерет.

Ҫĕршывăн Тĕп саккунĕ право тытăмĕн никĕсĕ, вăл граждансен прависемпе интересĕсене мĕнле наци çынни пулнине, мĕнле тĕне ĕненнине пăхмасăр  пурне те пĕр тан, шанчăклăн хÿтĕлет.

Пиртен кашнийĕ Раççее çирĕп те вăйлă аталаннă çĕршыв пек курасшăн. Çак тĕллев патне çитме вара пирĕн хамăр тăрăшулăхпа пултарулăха шеллемесĕр пурте пĕрле килĕштерсе малалла утмалла. Конституци нормисене пăхăнни, Раççей Президенчĕ ертсе пыракан çула ырласа йышăн­ни палăртнă тĕллевсем патне çитме пулăшаççех.    

Уяв ячĕпе саламласа  сире  ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç, çемьере килĕшÿ сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ      И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан      Л.В.Левый.



11 декабря 2017
14:07
Поделиться