Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление Главы Чувашской Республики М.В.Игнатьева с 90-летием Яльчикского района

Хисеплĕ Елчĕк район ĕçченĕсем!

Сире район 90 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп.

Мĕн авалтанах Елчĕк тăрăхĕ тараватлă та хастар, тăрăшуллă та ăста çынсемпе палăрса тăнă.

Паянхи кун та эсир района малалла аталантарас, ăна илемлĕрех те хăтлăрах тăвас тесе ырми-канми вăй хуратăр.

Елчĕк тăрăхĕ ăнăçлăн аталанать, çул-йĕр хывасси, пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем хута ярасси тата вĕсене юсаса çĕнетесси кал-кал пулса пырать.

Экономика тата ял-хуçалăх аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе район малтисен ретĕнче. Кăçал та район çĕр ĕçченĕсем паха та пуян тыр-пул пуçтарса кĕртрĕç, вырма ĕçĕсене пуринчен та маларах вĕçлерĕç. Çакăншăн эсир пурте пысăк хисепе тивĕç.

Пирĕн пĕрлехи тĕллев – ял-хуçалăх отрасльне малалла аталантарасси, ĕç тухăçлăхне тата производствăн культурине ÿстерсе потребитель рынокне экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе пуянлатасси. 
Çак ĕçсене тума сире пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшÿ сунатăп!

Елчĕк тăрăхĕ малашне те малтисен ретĕнче пултăр!

Уяв ячĕпе саламлатăп!


Чăваш Республика Пуçлăхĕ        М.В. Игнатьев



16 ноября 2017
15:40
Поделиться