Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чĕлхесем çинчен калакан Закона пурнăçа кĕртессипе çыхăннă малашнехи утăмсене палăртрĕç

14:06 22 августа 2017 г.

Педагогсен августра ирттеркен яланхи конференцийĕн программипе 2017 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан Закона пурнăçа кĕртесси» темăпа ятарлă дикусси иртрĕ.

Дискуссие 93 çын хутшăнчĕ. Пухăннă çынсем умĕнче институтăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли методика лабораторийĕн ертÿçи В.И. Игнатьева чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессин малашнехи концепцийĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова хăй калаçăвĕнче Чĕлхесем çинчен калакан Закона тата Федерацин вĕренÿ стандартне пурнăçа кĕртнĕ май вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси çинчен каларĕ. «Ăнăçу чĕлхи» шкулăн директорĕ А.В. Блинов чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче куçарусăр вĕрентнĕ чухне усă курмалли электрон вĕренÿ хатĕрĕсемпе епле усă курассине ăнлантарчĕ. Электрон вĕренÿ хатĕрĕсем пирки В.Ю. Андреевпа (Çĕрпÿ районĕн Михайловка шкулĕ) Т.Г. Чашкова (Элĕк шкулĕ) та калаçрĕç. Вĕсем хăйсем ăсталанă хатĕрĕсен содержанине тата вĕренÿре усă курмалли методикăна уçса пачĕç. Тутар чĕлхине интернетпа усă курса вĕрентмелли «Анне чĕлхи» курс çинчен Хусан федераци университечĕн пĕтĕмĕшле чĕлхе вĕрентĕвĕн кафедра доценчĕ К.С. Фатхуллова каласа пачĕ. Вăл ĕнетернĕ тăрăх, программăпа пĕтĕм тĕнче çынни усă курма пултарать, вĕренÿ тÿлевсĕр.

Дискуссие институтăн проректорĕ С.В. Петрова тата Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министр çумĕ А.Н. Федорова хутшăнчĕç.

Тухса калаçакансем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли концепци проектне ырларĕç, çирĕплетме ыйтрĕç, шкул ĕçĕн ăнăçулăхĕ, тĕпрен илсен, учительтен хăйĕнчен килнине палăртрĕç. Министерство шкул валли кĕнекесем, электрон тата курăмлăх вĕренÿ хатĕрĕсем кăларни учительсене ĕçре пулăшса пырать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика