Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Днем Республики

Хисеплĕ ентешсем, район çыннисем!

      Чăваш Республикин кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.
      Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен халăхĕ Республика кунне уявлать. Çак кун - паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм, халиччен тунă ĕçсене хакламалли тата малашлăх аталанăвĕн тĕллевĕсене тишкермелли тапхăр.
       Чăваш Республикинче тĕрлĕ нациллĕ халăх пурăнать. Пирĕн пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха шанчăклăн упраса, пĕрлĕхе çирĕплетсе, алла-аллăн тытăнса тăван республикăна ăс-хакăл енчен, экономика тĕлĕшĕнчен тата вăйлатма тăрăшмалла.
       Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, палăртнă ĕçсене пурнăçлама иксĕлми вăй-хал сунатăп!

Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕн
ĕçĕсене пурнăçлаканĕ                                                                                                                    Н.А. Павлов



23 июня 2017
11:27
Поделиться