Министерство образования Чувашской Республики

Тĕнче олимпиади – пĕрремĕш хут

Тĕнче олимпиади – пĕрремĕш хут

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче шкул ачисемпе студентсен Чăваш Республикинче Аннепе Аттене халалланă 2017 çул ячĕпе чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. Олимпиада икĕ енлĕ пулчĕ: «Чăваш чĕлхин илемĕ» тата «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе».

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн залĕнче 2016 тата 2017-мĕш çулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ регион олимпиадисен 51 çĕнтерÿçипе призерĕ пухăнчĕ. Ку хастарсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» олимпиадăна хутшăнчĕç.

Олимпиадăн тепĕр енĕ – «Чăваш чĕлхин илемĕ». Ку олимпиадăна чăвашла пĕлекен пĕтĕм тĕнче ачаисем, студентсем интернетпа хутшăнчĕç.

Олимпиадăна хутшăнакансене саламланă май Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Николаевич пурне те ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Юрий Николаевич хăй сăмахĕнче 5 çул маларах çырма пуçланă Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, ăна унчченхи министр В.Н. Иванов сĕнĕвĕпе пуçарнине палăртрĕ.

Вĕрентекенсен пултарулăхне туптакан тĕп вырăн – Республикăн вĕренÿ институчĕ. Çавăнпа салам сăмахне институт ректорĕ Сергей Михайлович Савин каларĕ. Вăл чăвашлăхшăн пурин те ĕçлемеллине палăртрĕ. Пĕтĕм тĕнче олимпиади ăнăçлă ĕçлессине пĕлтерчĕ.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ В.Н. Иванов чăваш чĕлхипе литературине упрама университетра кăçал чăваш-вырăс уйрăмĕ пысăк витĕм кÿрессе шаннине пĕлтерчĕ.

Олимпиадăна хутшăнакансене Чăваш наци конгресĕн пайташĕ Геронтий Лукиянович Никифоров та саламларĕ.

Олимпиадăна хутшăннă кашни ача сертификат тата хаклă парне илчĕ.



19 мая 2017
20:25
Поделиться