Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:30_ Пысăк ĕç ачалăхран пуçланать

00:00 02 февраля 2009 г.

Чăваш вăл кирек ăçта та чăвашах: ĕçчен, тарават, ăшă кăмăллă. Çак ырă енсем ăруран ăрăва куçса пыраççĕ. Тĕнчен хăш кĕтесĕнче те чăваш ĕçченлĕхне ырланине илтетĕн. Чăваш мĕн пĕчĕкрен тăрăшуллă. Çакна Патреккелĕнчи ял вулавăшĕнче тата ялти шкулта ятарласа йĕркеленĕ курав та çирĕплетет. Кунта тĕрлĕ çулти ачасем ăсталанă япаласем куçа илĕртеççĕ. Акă хăшĕсем йывăç ывăса тĕрлĕ эрешсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ỹкерсе илемлетнĕ. Кунтах юмахри чĕрчунсене сăнланипе те паллашма пулать. Илер-ха тата арçын ачасемпе хĕр ачасем йывăçа çунтарса эрешленĕ илемлĕ ывăссене, кофе савăчĕсенчен касса ăсталанă пĕчĕк сĕтелсемпе тенкелсене, тĕрлĕ илемлĕ çипсенчен çыхса ерешленĕ алса-нускисене, минтер çитарĕсемпе салфеткăсене. Тĕрлĕрен чỹк çипписенчен те миçе тĕрлĕ эрешлĕ мунчаласем çыхма пулать иккен тата! Пĕчĕкреххисем вара халлĕхе хăйсен ăсталăхне хут çинче ỹкерсе кăтартма тăрăшаççĕ. Акă иртнĕ çул 1-4 мĕш класра вĕренекен вулакансем ял библиотеки йĕркеленĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăнса Елчĕк ял поселенийĕн Хисеп хучĕсене те илме тивĕçлĕ пулчĕç. Каласа хăварас килет пĕр-ик сăмах Соловьева М., Доброхотова Э., Левая Д., Добронравова М., Николаев С. пĕчĕк вулакансем пирки. "Пысăк ĕç ачалăхран пуçланать", - тенĕ вырăссен паллă çыравçи Михаил Пришвин. Тен çак пĕчĕк ăстасемех малашлăха илем кỹме пулăшакансем пулĕç. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, çине тăни кирлĕ çак илемлĕ япаласене ăсталама. Пăхатăн та тĕлĕнетĕн: пурне те этем алли ăсталанă, çынна килĕшмелле тума пултарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика