Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:41_ Продолжается районный конкурс коллективов художественной самодеятельности "Истоки вдохновения"

00:00 02 февраля 2009 г.

Кашни халăхăн иксĕлми культурине упраса хăварма тăрăшмалла. Фольклора, йăла-йĕркене, ал ĕçченĕсен ăсталăхне тĕпчес енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемелле. Тăван йăла-йĕрке, юрă-кĕвĕ пирĕншĕн ют мар-ха. Анчах та хальхи вăхăтра несĕлсемĕрсенчен ютшăнса пыни те курăнкалать. Çавна май аваллăхпа пуласлăх çыхăнăвĕ те татăлма пултарать. Мăн асатте-асаннесенчен килекен пуянлăха çухатмалла мар. Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологи хатĕрĕсен пĕр кнопкине пусатăн та çыртарнă хăвна кирлĕ кĕвĕ янăрама пуçлать те.

Паянхи кун Патреккелти култура çуртĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ачасен "Алмаккай" фольклор ушкăнĕ миçемĕш çул ял, район çыннисене хăйĕн пуян репертуарĕпе савăнтарать. Чăваш фольклорĕ вара хут купăспа тỹреммĕнех çыхăннă. Аванах кĕрлет-ха кану вырăнĕ юратнă музыка хатĕрĕпе. Анчах та малашне 18-мĕш ĕмĕртех "кун çути" курнă хут купăс ĕмĕрĕ хавшаса пыни куç кĕретех. Ялта ăна калама пĕлекен пỹрне хуçса шутламалăх та çук. Темшĕн çак халăхăн авалхи хут купăсĕпе калама вĕренес шухăш çуралмасть паянхи çамрăкăн пуçĕнче. Пурте е экономист, е юрист пуласшăн. Чунра турă пани пулмасан чăнахах та кансĕр-ха хут купăса вĕренме. Анчах та ĕлĕкхи ватăсем мĕнле каланă-ха: "вĕрентсен упа та ташлама вĕренет" - тенĕ вĕт. Эппин, хамăр тăрăшсан пурте пулать.

Районта "Хавал çăл куçĕ" ("Истоки вдохновения") конкурс пуçланчĕ. Кашни ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем çак конкурса ялти пултаруллă çынсене хутшăнтараççĕ. Тĕрлĕ енлĕ номинацире хăйсен талантне кирлĕ шайра çутатса пама тăрăшаççĕ. Елчĕк ял поселенийĕн культура ĕçченĕсем, ялти шкулти вĕрентекенсемпе ача сачĕн воспитатĕлĕсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Г.А.Борисов хормейстер ертсе пынипе хĕрсех репетицисем ирттереççĕ. Февралĕн 12-мĕшĕнче хăйсен пултарулăхне Патреккелти культура çуртĕнче кăтартаççĕ. Вĕсем çак мероприяти хут купăспа тачă çыхăннăран пĕтĕм енчен илемлĕн янрасса шанса тăраççĕ.

Маçтăр шăрçаласа кăларакан чĕрĕ сасса нимĕн те çитмест. Хăйне евĕрлĕ шухăшлăх, сăнарлăх упранать унта. Юлашкинчен ăслă çынсем каланине хушса хурас килет: "Аваллăхран пуçтарăнса килнĕ илемлĕх паллисене сỹнме парас марччĕ. Этемлĕх кун çулĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче хавхаланупа вăй-хал кỹнĕскере упрама тăрăшасчĕ".

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика