Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:55_ Чăваш телевиденийĕ- 72-ри дояр патĕнче

00:00 23 января 2009 г.

16:55_ Чăваш телевиденийĕ- 72-ри дояр патĕнче

Çирĕп шухаш-кăмăллă, малашлăха шанакан 72 çулхи Владимир Ильич Дозоров Патреккел ялĕнче пурăнать. Вăл "Прогресс" акционерла хупă обществăра паянхи кун та дояр пулса тăрăшать. Итлетĕн те ăна - кашни çăр ĕçченĕ çак ялта яваплăха туйса тăрăшнине ăнланса илетĕн. Çак кунсенче ун патĕнче Чăваш телевиденийĕпе "Тантăш" хаçат ĕçченĕсем пулчĕç. Владимир Ильич килĕнче 100 çула çывхаракан амăшĕпе, Наçтаç аппапа, шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕрне ĕмĕрлет.

- Кансĕр мар-и ватă аннỹне пăхса пурăнма,- тесе ыйтсан вăл: "Анне хай мана пахать", - тесе хуравларĕ.

Паянхи кун ăçта пур вăл арсын пуçпа, 72-ри çын, килте тăватă пăруламалли ĕне, пилĕк сурăх, вунпĕр путек пăхса усракан. Фермăра 25-30 ĕне пăхни те йăлăхтармасть çак ĕçчене. Ир-ирех тăрать те кăвак шуçăмпах фермăна васкать, унтан таврăнсан килти выльăхĕсемпе чунтан калаçать, вĕсене утă-улăмпа, çĕр улми-чĕкĕнтĕрпе апатлать, шăварать, тасатать. Пĕр минут та ĕçсĕр тăмасть вăл. Кашни çулах выльăх-чĕрлĕх апатне сителĕклĕ хатĕрлет, ку ĕçре ăна тăван хуçалăх та пулăшсах тăрать. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче пулнине самантлăха та манмасть Володя тете. Фермăра вăл сăвакан ĕнесем технологие, рацион йĕркине пăхăнса апатланнипе талăксерен тăватçĕр литр ытла сĕт антараççĕ. Владимир Ильич иртнĕ çул та паха кăтартусемшĕн тав çырăвне тата хаклă премие тивĕçнĕ. Кăçалхи çĕр ĕçченĕн çулĕнче те вăл çавăн пекех тăрăшса ĕслесшĕн антăлать. Ырă улшăнусемшĕн чунтанах хĕпĕртет.

Килне хăнасем Володя тетен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç, ватă амăшĕпе иккĕшĕ çак йышлă выльăха мĕнле майпа пăхса пурăннипе кăсăкланчĕс. Ăшă калаçу хыççăн Володя тете хăнасене пылпа вĕри чей ĕçтерме те манмарĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика