Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:50_ Экологи ыйтăвĕсем тавра

00:00 29 апреля 2008 г.

          Ытарайми чăваш çĕршывĕ, тăван енĕм, тăван тавралăхăм! Куçпа виçсе илейми уйсем, вăрмансем, юхан шывсем! Çут çанталăк... Мĕн -ха вăл çут çанталăк? Чăваш классикĕ К.В.Иванов çапла çырнă: "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен". Чăн та хальхи этем хăйĕн аллинче çĕрпе космос вăйне тытса тăрать темелле пек. Анчах та çут çанталăк саккунĕсене никам та улăштарма пултараймасть. Çавăнпа та çак ыйту çине питĕ тĕрĕс ответлеме те йывăр. Çут çанталăк пирĕн йĕри-тавра: эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăр, пĕлĕт, çĕр, шыв, тусем, сăртсем, çырмасем, ỹсентăрансемпе чĕрчунсем тата ытти те. Çут çанталăк пире таса та сиплĕхлĕ сывлăш панă. Этем мĕн авалтанах çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курать. Анчах та халĕ этем шутласа кăларнă тĕрлĕрен техника пирки вăл питĕ нумай асап тỹсет. Ку шухăш тĕрĕссине экологи ыйтăвĕсем те çирĕплетеççĕ: çăлкуçсемпе юханшывсем типсе пыраççĕ, вăрмансем хăрса пĕтеççĕ, пулăхлă тăпра сийĕ арканать, чĕр чунсен йышĕ чакать. Юратнă Пăла шывĕ пирки чĕре ыратать. Атте-анне каласа панă тăрăх унăн шывĕ тăрна куçĕ пек тăрă пулнă, пăхсан, тĕпĕнче выртакан чул катăкĕсем курăннă, шыв тăрăх çамрăк ачасем çара уран шыва чăлтăр! чăлтăр! чĕлпĕр! чĕлпĕр! сирпĕтсе чупнă...

 Çынсем ĕлĕк-авалах çут çанталăка, тăван тавралăха хỹтĕлеме кирлине ăнланнă. Çавăнпа та мĕн авалтанах çĕре хисеплесе тĕрлĕрен уявсем ирттернĕ, çĕрĕн çуралнă кунĕ те пур? тĕрлĕрен йывăçсен çимĕçĕсене паллă туса ирттерекен кунсем те чылай чăвашăн йăли-йĕркинче. Пирĕн пурин те халь кар тăрса  тасамарлăха малалла аталанма памалла мар, йĕри-тавра тирпей-илем тăвас пирки пикенсе ĕçлемелле. Килти пур çỹп-çапа та аякка кайса тăкмалла мар, ăна тислĕк айне чавса чикмелле. Урам тăрăх пăрахса тултарнă конфет, чипси хучĕсене, пĕтĕм таса марлăха тирпейлеме вĕренмелле. Çут çанталăк таса пулни, эпир ăна сыхлама тăрăшни - хамăр сывлăхшăн, хамăр пуласлăхшăн тăрăшни пулать. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç "Экологи ыйтăвĕсем тавра" дискуссине хутшăннă 9-мĕш класра вĕренекен Патреккел шкулĕнчи ачасем. Дискусси пĕтĕм тĕнчери çĕр кунне халалласа иртрĕ. Ăна Патреккелти библиотека йĕркелесе ирттерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика