Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чёваш челхи эрни

00:00 03 мая 2007 г.

 

Красномайск шкулĕнче «Чăваш чĕлхи эрни» ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çак уява шкулсенче тĕрлĕрен  ирттереççĕ. Малтанах ачасене программа валеçсе  панă. Тĕрлĕрен интереслĕ вăйăсем ирттертĕмĕр. Кĕçĕн классем пулăшнипе курса ларакансем тĕрлĕрен юмахсене çитсе курчĕç. Уйрăммăн илсен пурне те группăна çÿрекенсен «Виçĕ сысна çури» юмахĕ килĕшрĕ. Выляма та пĕчĕк артистсем хăйсен ролĕсене питĕ ăста вылярĕç. Чи пултаруллисем - Зимина Диана, Сироткина Раиса. Аслисем те кая юлмарĕç. Куракансене 7 классен çĕнĕлле çырнă «Сармантейĕн сар чăххи» юмахĕ кăмăла кайрĕ.

Чăваш чĕлхипе литература эрнинче И.Я. Яковлева халалланă литмонтаж иртрĕ. Выляма 8 тата 9 класс ачисене явăçтарнă. Вĕсем тăрăшнипе пирĕн ума А.Рекеев, К.В.Иванов, Марфа Трубина, Федор Павлов тата чăваш улăпĕ- И.Я.Яковлев сăнарĕсем тухса тăраççĕ. Ачасем çак паллă çынсем  халăх валли мĕн туни çинчен каласа пачĕç. Уйрамах Яковлев сăнарĕн, халалне каланă сăмахсем чĕре патне çитеççĕ. Курса ларакансем Яковлев рольне вылякан Алеша Леонтьев ăсталăхĕнчен тĕлĕнсе ларчĕç.

Уявсем вĕренекенсене тăван чĕлхене, литературăна, культурăна юратма, вĕсемпе кăсăкланма хавхалантараççĕ, тавра курăмне, пултарулăхне аталантарма май параççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика