20:10 06 мая 2023 г.
Майӑн 5-мӗшӗнче Ваҫкаҫырми ялӗнче пурӑнакансем ялти палӑк умне пухӑнса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫӗсене хунӑ ашшӗсене, аслашшӗ-кукашшӗсене, мӑн аслашшӗ-кукашшӗсене, тӑванӗсене сума суса пуҫ тайма йышлӑн пухӑннӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ ШӖМ ветеранӗ, полковник Валерий Романов, "Сыны Отечества" обществӑлла организаци пайташӗсем, Максим атте, муниципаллӑ округ Пухӑвӗн депутачӗсем тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ. Активлӑхпа палӑрса тӑракан ял ҫыннисене Иван Михопаров округ администрацийӗн Тав сӑмахне парса чысланӑ, ҫавӑн пекех "Сыны Отечества" обществӑлла организацин Тав ҫырӑвне тивӗҫекенсем те пулнӑ.
✅Палӑртмалла, Ваҫкаҫырминчен вӑрҫӑ хирне 208-ӑн тухса кайнӑ, шел те, вӗсенчен киле таврӑнайманнисем те пулнӑ. Кашни ҫемье ҫак хаяр вӑрҫа пула ҫухату тӳснӗ.
✅Ҫак кун ял ҫыннисем Максим аттепе пӗрле ҫурта ҫутнӑ, "Вечная память" юрра юрланӑ, палӑк умне чечексем хунӑ. Пурте салтак пӑттипе сӑйланнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсене юрланӑ.
Акчикасинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики