Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Яковлева халалланă урок-фестиваль

08:23 14 апреля 2023 г.

   Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕ, Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне, Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» район шайĕнчи 9-мĕш фестиваль ирттерчĕ.
   Мероприятие вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç: чĕлхепе, литературăпа ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. Вĕрентекенсем урокĕсене Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсемпе çыхăнтарчĕç. Александрова Наталия тата Никифорова Галина вĕрентекенсемпе класс тулашĕнчи ĕç: тупăшу-вăйă “Паян пирĕн 5 урок“ ирттерчĕç. Вĕрентекенсем 2 ушкăна пайланса тупăшрĕç. „Кану вахăтĕнче“ 10,11 классенче вĕренекен каччăсемпе хĕрсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Фестиваль Хурамал шкулĕнче чăннипех те чăвашлăхшăн çунса тăракан, ăна упраса хăварассишĕн тăрашакан вĕрентекенсемпе вĕренекнсем пулнине çирĕплетсе пачĕ.

 

Фотоальбом

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика