Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПУЧИНКЕРЕ – ТЕАТР КУНĔ

11:11 27 марта 2023 г.

       Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç муниципалитет округĕн Пучинке ялĕн тĕп культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата ăс паруçă çулталăкне тата Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Театр – пирĕн пурнăç» пултарулăх театр коллективĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн вырăнти уйрăмĕ, Йĕпреç районĕн муниципалитет округĕн культура аталанăвĕн центрĕ, Пучинке ял тăрăхĕн пайĕ тата тĕп культура çурчĕ йĕркелерĕ.
   Пучинке культура çуртне тăван ялпа кӳршĕ ял халăхĕ, учительсемпе шкул ачисем, хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, клубпа библиотека ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕнче тăрăшакансем пухăнчĕç. Шупашкартан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн ĕçченĕ Владимир Григорьев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн ертӳçи Геронтий Никифоров тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, И.С. Максимов-Кошкинский ячĕллĕ чăваш халăх театрĕн артисчĕ, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Нина Егорова пултарулăх ушкăнĕсен ĕçне хаклама килсе çитрĕç.
   Малтан Пучинке ялĕн «Туслăх» ансамблĕ илемлĕ юрă шăрантарса уява килнисен кăмăлне çĕклерĕ. Унтан Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн социаллă пай пуçлăхĕ тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Мария Ильина, Пучинке ял тăрăхĕн пай пуçлăхĕ Валерий Иванов тата ЧНК чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн ертӳçи Геронтий Никифоров салам сăмахĕсем каларĕç, театр пултарулăх ушкăнĕсен ăмăртăвне тухăçлă ирттерме ырă сунчĕç.
     Театр уявне Шупашкар муниципалитет округĕн СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев ячĕллĕ Апаш халăх театрĕ «Калуш кайрĕ Атăла», Елчĕк муниципалитет округĕн Курнавăш ялĕн тĕп культура çурчĕн «Палан» пултарулăх ушкăнĕ «Пусă умĕнче», Канаш муниципалитет округĕн «Чакаç ен» театр коллективĕ «Çулсем иртсен, кунсем юлсан», Пучинке ялĕн тĕп культура çурчĕн «Çăлкуç» художество пултарулăх театр ушкăнĕ «Юратупа шӳтлемеççĕ» тата çамрăксен пултарулăх ушкăнĕ спектакльсем лартса хутшăнчĕç. Артистсем халăх пурнăçĕнчи кăткăс тата хирĕçӳллĕ лару-тăрăва кăтартакан тата тĕрлĕ йăла-йĕркене ăшшăн та уççăн сăнарлакан пьесăсене сцена çинче выляса кăтартрĕç. Спектакльсенчи кулăшла сăнарсемпе камитлĕ курăнусене куракансем кăмăлласа йышăнчĕç. Артистсем чунпа туйса выляни, уççăн, ăнланмалла калаçни, юрăсене илемлĕ шăрантарни курса ларакансене питĕ килĕшрĕ. Спектакльсем пĕтсен вĕсем артистсене ура çине тăрса чылай хушă тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
    Жюри художество пултарулăх театр ушкăнĕсен спектаклĕсене пысăк хак пачĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче Пучинке ялĕн тĕп культура çурчĕн театр коллективĕ 1-мӗш вырăн, Канаш муниципалитет округĕн «Чакаç ен» театр коллективĕпе СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев ячĕллĕ Апаш халăх театрĕ 2-мĕш вырăн, Курнавăш ялĕн тĕп культура çурчĕн «Палан» пултарулăх ушкăнĕпе Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен ушкăнĕ 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ăмăртăва хутшăнса çĕнтернĕ театр коллективĕсене пурне те дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
   Фестиваль ирттерме пулăшнă Илья Шибаевпа Дмитрий Хрисанова Чăваш наци конгресĕн Тав хучĕ парса хавхалантарчĕç. Чи лайăх хĕрарăм рольне вылянă Пучинке ялĕн пултарулăх театр коллективĕн артистне Виктория Захаровăпа Апаш халăх театрĕн артистне Елена Смородиновăна, чи лайăх арçын рольне калăпланă Апаш халӑх театрӗн артистне Владислав Кириллова тата Пучинке театр ушкăнĕн артистне Илья Шибаева, «Чакаç ен» театр коллективĕн «Çулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльти чи лайăх ĕç-пулăма ăста кăтартнă Ирина Яковлевăпа Алевтина Яковлевăна дипломсемпе тата паха парнесемпе савăнтарчĕç.
    Жюри пайташĕсем тĕп пĕтĕмлетӳре «Театр – пирĕн пурнăç» фестиваль ăмăртăвĕ пултарулăх театр коллективĕсемпе артистсен ăсталăхне туллин ӳстерме май панине каларĕç тата театр уявне тепĕр çул республикăн культура керменĕсен театр коллективĕсен йышне ытларах хутшăнтарса Пучинкерех ирттерме йышăнчĕç.

Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ

 

фотоальбом

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика