11:08 27 марта 2023 г.
Пуш уйăхĕн 25-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Туслӑх ҫуртӗнче «Иван Яковлев - ҫамрӑксен чӗринче» регионсем шайӗнчи ҫамрӑксен II форумӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗн ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗ йӗркелесе ирттерчӗ.
Форума хутшӑнакансене саламласа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ, Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН, Раҫҫей Федерацин Патшалӑх Думин депутачӗ АНАТОЛИЙ АКСАКОВ, общество ӗҫченӗ, публицист, ҫыравҫӑ тата хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ВИТАЛИЙ СТАНЬЯЛ тата ыттисем те сӑмах каларӗҫ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчен ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗн ертӳҫи АЛЕКСЕЙ ЕНЕЙКИН уҫрӗ. Тӗрлӗ вырăнтан килнӗ ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Чечен Республикинчен хореографи ансамблӗн ертӳçи Висраил Хаманаев чӑваш гимне юрласа пачӗ, Араб каччи Сухаиб «Вӗҫ-вӗҫ куккук» юрӑ шӑрантарчӗ.
Форумра Иван Яковлевӑн "Чӑваш халӑхне" халалӗ тавра анлӑ калаҫу пулчӗ.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчен килнӗ делегаци те хутшӑнчӗ. Наталия Александрова - Хурамал шкулӗн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, София Александрова - Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн колледжӗн студенчӗ, Хурамал хӗрӗ, Дина Трякова - Пучинке культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫӗ, ЧНКан вырӑнти пайташӗ пулчӗҫ ҫак форумра.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района