Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023»

10:34 16 марта 2023 г.

   Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕнчи Пучинке ялĕн культура çуртĕнче МОО «Чǎваш наци конгресĕ»​ çумĕнчи «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе пиллĕкмĕш хут регионсем шайĕнче «Хĕрарǎм! Сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023» конкурсăн зонăсенчи ​ пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.
  Конкурс Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» организаци пулǎшнипе иртет. Ун тĕллевĕ – ялти чăваш хĕрарăмĕн обществăри хастарлăхне ÿстересси, Раҫҫей Федерацийĕн, уйрăмăн Чăваш Республикин аталанăвĕнчи, наукăпа культурăри, демографинчи, сывлăх сыхлавĕн тата ачасене воспитани парассинчи тÿпине уçăмлăн кăтартасси. Çемьери хутшǎнусене çирĕплетме витĕм кӳресси, ял хĕрарăмĕсен пултаруллăхĕ урлă çемье пĕлтерĕшне тата халǎхǎмǎр йăли-йĕркипе кăсăкланассине ÿстересси.
  Ăмăртăва кăçал Раççей Федерацийĕн вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне, чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă.​
  Пучинкере​ Шăмăршă,​ ​ Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç муниципалитет округĕсенчи чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартма кăмăл турĕç.
  Пучинке ял территорийĕн пайĕ, Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç тăрăхĕнчи уйрăмĕ хăнасене кĕтсе илме тăрăшса хатĕрленнĕ. Культура çурчĕн фойире ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ:​ Дина​ Трякова ăстаçăн хушпу,тухья, масмак, мăй çыххин тĕрлĕ ĕҫӗсем, Раиса Алексеевăпа Людмила Кашинскаян тĕрленĕ чăваш тумĕсем.
​ ​Конкурс пучинкесем „Улах ларнинчен“ пуçланчĕ. Вĕсем хăнасене те улаха чĕнчĕç, курма килекенсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
   Малалла жюри пайташĕсем конкурса хутшăнакансем​ хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕн куравĕпе паллашрĕç, чăваш хĕрарăмĕсем техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерме ăста пулнине палăртрĕç, пысăк хак пачĕç.
​ ​ ​ ​ ​ ​ Куравпа паллашнǎ хыççǎн, пурте зала кĕрсе вырнаçса ларчĕç.​
​ «Эпĕ тата манăн çемье» „Хĕрарăм​ - çемье вучахне упракан“​ тата пултарулăх конкурсĕ – „Сăпка юрри“​ сцена çинче иртрĕç.
   Конкурса​ хутшăнакансем хăйсем çинчен каласа пачĕç, чăваш йăли-йĕркипе паллаштарчĕç, сăпка юрри юрларĕç.​ Хĕрарăмсем хăйсем мĕн тери маттуррине, пултаруллине​ кăтартса пачĕç. Вĕсене пултарулăх ушкăнĕсем пулăшса пычĕç.
​ ​ ​ Хĕрарăмсем хатĕрленнĕ самантсенче​ ​ куракансене Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи​ «Юхăм» фольклор ушкăнĕ, хĕрарăмсен «Туслăх» пултарулăх ушкăнĕ, чăваш халăх юрăçисем​ Антонинăпа Петр Красновсем, шкул ачисен «Утмăл турат» ташă Ушкăнĕ, Ирина Павлова хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
    Йĕпреç муниципалитет округĕнчен ăмăртăва Петрова Ольга Владимировна хутшăнма кăмăл турĕ, вăл чи сумлă пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ, Пĕтĕм Тĕнчери ял хĕрарǎмĕсен Кунĕ тĕлне иртекен пĕтĕмлетӳ конкурсне хутшǎнма тивĕçлĕ пулчĕ.​
      Конкурса хутшăнакансем пурте парнесемпе чечек çыххисене тивĕçрĕç.
​ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем хальхи саманара тǎван халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркипе илемлĕ те çепĕç чĕлхине упраса хăварассишĕн тăрашнине кăтартрĕ, çемьери хутшǎнусене çирĕп тытса​ пынине уçса пачĕ. Чǎннипех те, мухтавлǎ чǎваш хĕрарǎмĕсем нумай пирĕн хушǎра, кашниех хисепе тивĕç, вĕсен умĕнче эпир пуçа таятпǎр.
   Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç тăрăхĕнчи уйрăмĕ ҫак мероприятине ирттерме пулӑшнӑшӑн спонсор пулӑшӑвӗшӗн тав тӑвать Атӑлҫи тирпейлекен предприятине, Николай Иванова «Красный партизан» колхоз ертӳçине, Владимир Марушева - ​ ЧНКа вырӑнти уйрӑмӗн пайташне, Дина Тряковӑна - Чӑваш Республикин халӑх художество промыслисен ӑстине.

 

фотоальбом

фотоальбом-2

фотоальбом-3

видео

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика