Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Кĕнеке страницисене чĕрĕлĕх кĕртетпĕр» конкурсăн çĕнтерӳçисем паллă

07:47 10 ноября 2022 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерчĕ.

Жюри 15 ĕç пăхса тухса хакларĕ, конкурса тăратнă материалсем паха пулнине палăртрĕ. Ĕçсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: мультфильм майлă калăпланисем, слайдсене сасăланисем, видеофрагментсем тата фотоматериалсем лартнă ĕçсем т.ыт те.

Конкурсантсем ĕçе тĕплĕн туни курăнчĕ, çапах та хăш-пĕр ĕçсем конкурс условийĕсене тивĕçтермен пирки (сăн ÿкерчĕксем анчах пулни, сасă тата видео пахалăхĕн шайĕ çителĕксĕр пулни т.ыт.те) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕреймерĕç. Конкурса хутшăнакансене тав тăватпăр.   

Юнтапари вăтам шкулта  кĕçĕн классене вĕрентекен Альта Николаевна Краснова  çĕнтерÿçĕ!  Саламлатпăр, маттур! 

Яндобинское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика