Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Актуально » Хĕрарǎм пурнǎçа илем кӳрет

15:32 19 октября 2022 г.

Юпа уйǎхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрǎксен театрĕнче çемье ǎшшине упракансем, республикǎри районсенче пурǎнакан
чи маттур та пултаруллǎ ял хĕрарǎмĕсем регионсен шайĕнче иртекен «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма-2022» конкурсǎн пĕтĕмлетӳ тапхǎрне хутшǎнчĕç. Тупǎшǎва тǎваттǎмĕш çул Чǎваш наци конгресĕ обществǎлла организаци, «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе, йĕркелесе ирттерет.
Тĕпрен илсен, кǎçал конкурс Раççейра культура эткерлĕхĕн çулталǎкне, Чǎваш енре – мухтавлǎ ентешсене тата Пĕтĕм Тĕрчери ял хĕрарǎмĕсен
Кунне халалласа иртрĕ.
Унта ǎмǎртǎвǎн пĕрремĕш тапхǎрĕ витĕр ǎнǎçлǎ тухнисем, Надежда Евдокимова – Йĕпреç районĕнчен, Анджела Егорова – Шǎмǎршǎ тǎрǎхĕнчен,
Лариса Аксендарова –Муркашран, Алина Сергеева – Çĕмĕрле районĕнчен,
Ираида Филимонова – Çĕрпӳрен, Лариса Николаева – Сĕнтĕрвǎрринчен,
Лариса Казначеева- Елчĕкрен хутшǎнчĕç. Пĕтĕмĕшле, регионсен шайĕнче
иртекен «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2022» конкурса хутшǎнма ялсенче пурǎнакан 16 хĕрарǎм кǎмǎл турĕ, вǎл шутра республика тулашĕнчен иккĕн, Оренбург тата Пушкǎрт тǎрǎхĕсенчен.
Ялсенчи маттур чǎваш хĕрарǎмĕсен пултаруллǎхĕпе çаврǎнǎçуллǎхĕ тата хастарлǎхĕ таса çǎлкуç пек тапса тǎнине, çемье ǎшшине упрассипе çыхǎннǎ ǎс-хакǎлĕсем пуяннипе тата вǎй-хǎвачĕсем çирĕппине ĕнентерсе пама пултарчĕç. Куракансене вĕсем тĕлĕнтерчĕç те савǎнтарчĕç те, чуна хурлантарса куççуль те кǎларчĕç.
Конкурса йĕркелесе ирттерекенсем, кǎçал ǎмǎртǎва хутшǎнакансене авалхи йǎлана тĕпе хурса, улах ларнине кǎтартса пама ыйтнǎччĕ. Сĕнтĕрвǎрри районĕнчи Лариса Николаевна хǎйĕн ушкǎнĕпе улах каçне питĕ килĕшӳллĕ пуçларĕ, малалла ыттисем те хутшǎнчĕç. Жюри пайташĕсем, Николай Федорович Угаслов председатель ертсе пынипе алǎ ĕç ǎсталǎхне те çакǎнтах хакларĕç: кам кĕнчелепе çǎм арларĕ, кам алса-нуски çыхрĕ, кам тĕрĕ тĕрлерĕ тата ытти те. Акǎ, Елчĕкри Лариса Казначеева вǎйǎ самантне те йĕркелерĕ, улах ларнине çĕнĕ витĕм кӳчĕ.
Унтан пурте çамрǎксен театрĕн иккĕмĕш хутĕнче йĕркеленĕ пуян апат-çимĕç куравне курса киленчĕç. Чǎннипех те пултараççĕ ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем, кашниех харпǎрхǎй хуçалǎхĕнче туса илнĕ пахча-çимĕçрен,юр-вартан, аш-пǎшран хатĕрленĕ чǎваш апачĕпе тĕлĕнтерчĕ. Кунта чǎвашсен асǎннǎ апачĕсем шǎрттан, хуплу,чǎкǎт, хуран кукли, хур-кǎвакалĕ, кǎпǎклǎ сǎри тата ыттисем те…Вĕсене илемлĕн те типтерлĕ вырнаçтарнǎ, чǎвашла çырса хунǎ. Тулли сĕтелĕсем авǎнаççĕ, тараватлǎ хуçисем хǎнисене ǎшпиллĕн сǎйлаççĕ.
Зала кĕрсе вырнаçсан, Чǎваш наци конгресĕн «Алран кайми аки-сухи» Гимнĕ янрарĕ. Ǎна виççĕмĕш çул ĕнте чǎваш халǎх артисчĕ Елена Шурту мǎнаçлǎ сассипе шǎрантарать.
Конкурса официалла майпа уçма сцена çине ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев, жюри председателĕ Николай Угаслов, ЧР «Хĕрарǎмсен Канашĕн» председателĕн çумĕ Нина Глотова, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ
ЧР çамрǎксен театрĕн директрĕ Елена Николаев, ЧНКан «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ, конкурса йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен комитет председателĕ Юлия Мареева хǎпарчĕç.
В. Л. Клементьев чǎваш халǎх еткерлĕхне упрассипе ырми-канми тǎрǎшакансене Хисеп хучĕпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче ЧНК Муркаш районĕн уйрǎмĕ, ертӳçи Наталия Николаева; Шупашкарти пĕрлештернĕ клубсен тытǎмĕнчи «Нарспи» пĕрлешӳри «Сарпике» халǎх ташǎ ушкǎнĕ, ертӳçи Алиса Лукина хореограф; Шупашкар районĕнчи Ирчекасси ял клубĕнчи«Сурпан» ташǎ ушкǎнĕ, ертӳçи Надежда Васильева, Чǎваш наци радиовĕн аслǎ редакторне Роза Деменцовǎна. Саламлатпǎр.
ЧНКан Тав хутне Елена Шурту халǎх артисчĕ тивĕçрĕ. Чǎваш Патшалǎх Канашĕн депутачĕ, ЧНКан пĕрремĕш вице-президенчĕ, жюри председателĕ Николай Угаслов ǎмǎртǎва хутшǎнакансене конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне ǎнǎçлǎ хутшǎннǎ ятпа саламласа ǎнǎçу сунчĕ, ЧР «Хĕрарǎмсен Канашĕн» председателĕн çумĕ Нина Глотова та конкурсанткǎсене Наталия Николаева председатель ячĕпе саламларĕ, Сĕнтĕрвǎрри районĕнчи Лариса Николаевǎна тав хучĕпе тата асǎнмаллǎх парнепе чысларĕ.
Конкурса «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем Наталия Николаевǎпа Светлана Иванова аван йĕркелесе ертсе пычĕç. Республикǎри маттур та хастар, ĕçчен те тараватлǎ ял хĕрарǎмĕсем илемлĕ чǎваш кĕввипе сцена çине акǎшсем пек ярǎнса утса тухрĕç, куракансене тав туса пуç тайрĕç.
Хǎйсемпе тата çемьисемпе паллаштарнǎ чух пǎлхануллǎ та кǎмǎла çĕклемелли самантсем те сахалах пулмарĕç. Акǎ, Çĕрпӳ районĕнчи
Ираида Филимонова ЧР тава тивĕçлĕ учитĕлĕ, мǎшǎрĕпе 7 ача çуратса ӳстерсе пурнǎç çулĕ çине кǎларнǎ. Куç тулли илем - 14 мǎнукĕ кукамайпа кукаçи тата асанне-асаттен юратǎвне туйса ӳсеççĕ. Вĕсем пĕрле сцена çине тухса çемьере килĕшӳпе çураçу хуçалланине, Ираида Николаевнǎна пурте юратнине тата хисепленине çирĕплетрĕç.
Кирек ǎçта ĕçлесен те хĕрарǎмсем юратнǎ мǎшǎр тата анне тивĕçĕсене туллин пурнǎçласа çемьери хутшǎнусене çирĕплетнине чунпа туйрǎмǎр.
Тǎваттǎмĕш конкурс «Хĕрарǎм-кил ǎшшине упраканĕ» вара авалхи чǎвашсен 7 пилĕн витĕмне тата йǎла-йĕркен пĕлтерĕшне залра ларакансем патне çитерме мехел çитерчĕç.
Муркаш районĕнчи Лариса Аксендаровǎпа ǎна пулǎшаканĕсем ывǎлне салтака ǎсатнине чǎн пурнǎçри пек туса кǎтартрĕç. Амǎшĕн пил сǎмахĕсенче
çǎкǎр пĕлтерĕшĕ пысǎкки палǎрчĕ. Çакна паллах, ку тǎрǎхри ватǎсенчен тĕпчесе, тарǎннǎн тишкерни иккелентермерĕ. Салтак юррине тĕрĕс юрлани,
йǎла-йĕркене çирĕп пǎхǎннине ырламалла кǎна.
Çĕрпӳ районĕнчи И. Филимонова ушкǎнĕпе ывǎлне вǎрçа ǎсатнине кǎтартнǎ самантра залра пурте куççулĕсене шǎлчĕç. Паянхи пурнǎçǎн кǎткǎс лару-тǎрǎвĕнче питех те кǎсǎклǎ тема.
Çĕмĕрлесем, Алина Сергеевǎпа ушкǎнĕ нимелле авǎн çапнине тĕплĕн кǎтартса пачĕç. Çапуççисемпе тырǎ тĕшĕленине курманни пайтах.
«Нимене-е,нимене-е! Ял-йыш та пускил, нимене!»… Тав сǎмахне каламаллах, маттурсем. Паянхи çамрǎксемшĕн уйрǎмах пĕлтерĕшлĕ, пирĕн несĕлĕмĕрсем çапуççипе авǎн çапса, кайран тыррине кĕреçепе сǎвǎрнǎ.
Туй йǎли-йĕркипе паллаштарчĕç Сĕнтĕрвǎррисемпе Елчĕксем, Лариса Николаевǎпа Лариса Казначеева. Лариса Николаевна,хĕрне, çамрǎк мǎшǎра пил панине; Лариса Ивановна хĕресна хĕрне пĕркенчĕк витĕниччен, качча каякан хĕр йĕнине вĕрентрĕ.
Шǎмǎршǎсем, А. Егорова сакǎр теççетке урлǎ каçнǎ амǎшĕпе тата хĕрĕпе çǎкǎр этем пурнǎçĕнче пысǎк вырǎн йышǎннине пил сǎмахĕсемпе уçǎмлатрĕç. Виçĕ ǎру хĕр-хĕрарǎмĕсем ламран лама ырǎ йǎласене куçарса пынине кǎтартрĕç.
Йĕпреç районĕнчи Надежда Евдокимова çичĕ пил сǎмахĕсен пĕлтерĕшне
тарǎннǎн тишкерчĕ.
Пултаруллǎх конкурсĕнче ǎмǎртуçǎ-хĕрарǎмсен Чǎваш енĕн мухтавлǎ ентешĕсене халалланǎ ĕç-пуçа 4 минут хушшинче кǎтартса памалла.
Лариса Аксендарова «Пуçа таяр хĕрарǎм умĕнче» çĕнĕ сǎвǎпа паллаштарчĕ, унта Муркаш тǎрǎхĕнчи тата Республикǎра чапа тухнǎ хĕрарǎмсене халалланǎ йĕркесем.
Лариса Николаевǎпа Ираида Филимонова юратнǎ юрǎçǎн Ираида Вдовинǎн юррисене шǎрантарчĕç. Алина Сергеева Августа Уляндинǎпа паллаштарчĕ.
Мария Симакова тĕрĕ ǎстипе Йĕпреçри Надежда Евдокимова çулçӳрев ирттерчĕ.
Регионсем шайĕнчи «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма-2022» конкурса сумлǎ жюри хакларĕ. Унта В. Клементьев, Н. Угаслов, В. Вязов, Ю. Мареева,
Р. Сарпи, И. Алексеева, Р. Степанова, Л. Вазюкова тǎрǎшрĕç. Палǎртмалла, кǎçал конкурса хутшǎнакансен пултаруллǎхĕ пысǎкки, пурте маттур пулни, жюри умне йывǎрлǎхсем кǎларса тǎратрĕ. Тавлашуллǎ самантсем сахал пулмарĕç, çапах та жюри пайташĕсем тĕрĕс хаклама мехел çитерчĕç.
«Чǎваш ялĕн илемĕ – 2022» номинацире харǎсах иккĕн çĕнтерчĕç: Çĕрпӳ районĕнчи Ираида Филимоновǎпа Муркашри Лариса Аксендарова. Саламлатпǎр.
«Эткер пирĕштийĕ» номинацире Елчĕкри Лариса Казначеева, «Пултаруллǎх çǎлкуçĕ» - Сĕнтĕрвǎрри районĕнчи Лариса Николаева, «Тĕпел хуçи»- Шǎмǎршǎри Анджела Егорова, «Ылтǎн алǎ» çĕнтеруçи Çĕмĕрлери Алина Сергеева, «Ǎс-хакǎл пуянлǎхĕ» Йĕпреç районĕнчи Надежда Евдокимова.
Вĕсене савнǎçлǎ лару-тǎрура дипломсемпе тата асǎнмаллǎх парнесемпе чысларǎмǎр. Ираида Николаевна кĕçех «Жемчужина Чувашии» санаторинче сывлǎхне çирĕплетĕ. Ку парнене Николай Федорович Угаслов спонсǎрла пулǎшу пачĕ. Ырǎ ĕçĕн – хакĕ пысǎк тенĕ. Парнесемпе тивĕçтерекен спонсǎрсен йышĕнче П. Н. Вязов ЧНК вице-президенчĕ, «Стройматериалсен комбиначĕ» ТЯО тĕп директрĕ; Ю. А. Зорин ЧНК вице-президенчĕ, Чǎваш Патшалǎх Канашĕн депутачĕ, «Дентамед» пĕрлешĕвĕн тĕп врачĕ; Н. Н. Владимиров Раççей Федерацийĕн Сенаторĕ; В. Л. Клементьев ЧНК президенчĕ; А. В. Андреева «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕ, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музей ертӳçи; И. Г. Алексеева «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕ, «Телей» кафе директрĕ; Л. С.Вазюкова алǎ ĕç
ǎстисен гильдийĕн пайташĕ; В.В. Иванова « Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ университет преподавателĕ. Эпир вĕсене конкурсанткǎсене хавхалантарма май туса панǎшǎн чун-чĕререн тав тǎватпǎр.
Конкурса уяв туса пама витĕм кӳнĕшĕн Роза Степановǎна тата Елена Шуртуна, Шупашкарти пĕрлештернĕ клубсен тытǎмĕнчи «Нарспи» пĕрлешӳри «Сарпике» халǎх ташǎ ушкǎнĕ, ертӳçи Алиса Лукина, Муркашри
«Çеçпĕл» эстрадǎ ушкǎнне, Светлана Мерчене илемлĕ чǎваш юрри-ташшисемшĕн ǎшшǎн тав тǎватпǎр.
Ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем тепĕр хут таса та илемлĕ
тǎван чĕлхепе калаçнине, наци тумĕн илемне тата халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркине сцена çинче туллин кǎтартма пултарнине, çемьери хутшǎнусене çирĕплетсе пынине, ачи-пǎчине те тǎван культура эткерлĕхĕпе паллаштарнине çирĕплетсе пачĕç. Юратнǎ мǎшǎр, анне тата кукамай-асанне тивĕçĕсене туллин пурнǎçланине, çемье телейĕн вǎрттǎнлǎхĕсене уçса пачĕç.

Чǎваш наци конгресĕ 

 

Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика