Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шăхасан салинче Чăваш наци конгресě уçă алăксен Кунне ирттрчě

11:39 27 сентября 2022 г.

  Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗнче Канаш районěнчи Шăхасан салинче Чăваш наци конгресě  уçă алăксен Кунне ирттрчě. Уява Чăваш наци конгресěн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикӑн тěрлě районĕсенчи ЧНК  вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисем  хутшăнчěç. Уява пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ: Клементьева Людмила – ЧНК вырăнти ертÿçи, Арсеньев Юрий - ЧНК пайташĕ, Захарова Виктория – Пучинке вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ.

  Хăнасем чи малтан Çеçпĕл ялĕнчи Ҫеçпěл Мишшин палăкě умěнче митингра пулчĕç, чечек çыххисем хучĕç, ун хыççăн Канаш районӗн тӗп библиотекинче ӗҫлӗ тӗлпулăва хутшăнчěç. Канаш районěн культура ҫуртӗнче Чăваш наци конгресě 30 çул тултарнине халалласа «çавра сěтел» йěркелерěç. ЧНК Канаш районĕн вырăнти ертÿçи Ирина Андреева вырăнти уйрăмсен ертÿçисене хăйěн ěç опычěпе паллаштарчě. Валерий Клементьев конгресăн юбилей уявěн мероприятийěсем çинчен каласа пěлтерчě. Çавăн пекех Чăваш Республикинче «Семейный лес – память потомкам» ятлă  акци пуçарса яни çинчен пĕлтерчĕ, вырăнти уйрăм ертÿçисене çак ĕçе хутшăнма чĕнчĕ. Акцие пуçарса яраканĕ – Сергей Голицын, Донецкри çапăçусен паттăрĕ, пирĕн ентеш.

  Малалла Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕн, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн Светлана Васильевна Асаматăн 70 ҫулхи юбилейне халалланă «Асамат эрешěсем» музыкăпа поэзи уявĕ иртрě. Светлана Асамат чăваш халăхĕн юратнă сăвăçи, юрăçи, композиторĕ. Уява килнĕ хăнасем, Канаш районĕнчи фольклор ушкăнĕсем  унăн  юрри-сăввине янăратрĕç. Виктория Захарова поэтессăн «Кала мана. кам эсĕ – çын…» сăввине вуласа куракансен чунĕсене тыткăнларĕ.
   Канаш районĕнчи уçă алăксен Кунĕ тухăçлă иртрĕ.

 

Л.Н.Клементьева, ЧНК Йĕпрес районĕн вырăнти ертÿçи.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика