Большеабакасинский территориальный отдел Ибресинского муниципального районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Муркаш районĕн "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат иртнине аса илтерчĕ

14:36 18 мая 2022 г.

          

 Муркаш районĕн« Çĕнтерÿ ялавĕ»   хаçачĕпе паллашма тÿр килчĕ. Кÿршĕ хĕрĕ Муркаша качча кайнăскер райхаçатра Упакасси çинчен çырнине вуласан пире те паллашма хыпара илсе килчĕ. Ара, пирĕн ял çинчен виçĕ сăмахпа пулин те ырăпа асăннă. Ку хаçатра Н. Николаева çырнă «Кăмалĕ çирĕп, пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ» статьяра автор Алексей Петрович Скворцов çинчен çырать. Вăл Муркаш районĕнче  Хорнай ялĕнче пурăнать. «Тавракурăмĕ анлă, анчах çав вăхăтрах шÿтлесе те йĕплесе калаçма пултарать вăл. Хăйпе юнашар çынсенче лайăх енсене асăрхаса хаклама пĕлет. Тавракурăме анлă, камăлĕ çирĕп, пултарулăхĕ те тĕрлĕ енлĕ…» çапла санласа парать  Н. Николаева Алексей Петровича.

Алексей Петровичăн ĕç стажĕ Пысак Упакасси шкулĕнче пуçланнă. Кунта ăна   1969 çулта август уйăхĕнче  вăтам шкула ĕçлеме янă. Çакăнта Алексей Петровичăн  пурнăç шкулĕ пуçланнă  та ĕнтĕ. «Çав вăхăта   яланах ырăпа аса илетĕп. Ахальтен мар  Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн та эпĕ  çак шкулах ĕçленме таврăнтăм, мĕншĕн тесен çав шкул, çав туслă коллектив мана «ÿстерчĕ» Астăватăп, ĕçлеме пуçланă хыççăнах  çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шутлă кунсем кăна юлнăччĕ, кĕтмен çĕртен директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма  çирĕплетрĕç. ..».

Паянхи кун Алексей Петровича аса илекенсем вара чылайăн ялта. Пĕрле ĕçленĕ Елена Васильевна Петрова хаçатри статьяна вуласан кăмăлĕ çĕкленнине пĕлтерчĕ.   Пĕр вăхăталла Пысăк Упакасси шкулне  вĕсем çамрăк учительсем  ĕçлеме килнĕ . Шкул ĕçĕпе çеç лăпланман çăмрăк педагогсем, ял халăхĕ валли чылай концертсем, чăваш спектакăлĕсене анăçлă вылянă.  Валентина Романова вара хăй епле астунине каласа пачĕ:  «Физика урокĕсем питĕ интерслĕ иртетчĕç.  Алексей Петровича  пĕр сăмахне сиктермесĕр тăнлаттăмăр, куç илмесĕр ун çине пăхаттăмăр. Ялта КВН сем йĕркелетчĕç . Уйрăмах вăл юрланă юрă паянхи пекех асра « Снежные сибирские белые поля. Сердцу с детства близкая русская земля …»». Кунта пирĕн ентеш  Виталий Родионов çырнă юрă йĕркисене  те  кĕртсен йăнăш пулас çук «…Çакăнтах пĕрремĕш юрату та, куççульлĕ уйрăлусем ».

 Алексей Петрович пурнăçра пысăк çитĕнÿсем туса «Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» орден медалĕпе тивĕçлĕ пулни, «Чăваш автономине йĕркеленĕренпе – 100 çул» медаль  илни те  Упакасси çыннисене савăнтарать. 75 çулхи çавра çуралнă кунĕпе салам сăмахĕсене калас килет пурин ячĕпе  те: вăл пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсенчен  тата хăй вĕрентнĕ  вĕренекенĕсенчен те. Ырă çын  хăй хыççăн ырă йĕр хăварать.  Чылаях та ĕçлемен Упакасси шкулĕнче,  анчах та çав кĕске вăхăтра  Алексей Петрович  хăй çинчен пирĕн ял çинче  ырă ят хăварма пултарчĕ.

Большеабакасинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинскоий район, д. Большие Абакасы, пер. Мирный, д.15
Телефон: 8(83538) 2-44-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика