Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пучинке пики - 2022» конкурс иртрӗ.

18:32 03 мая 2022 г.

   Ака уйăхĕн 29 - мӗшӗнче Пучинкери культура ҫуртӗнче «Пучинке пики - 2022» конкурс иртрӗ.

   Чӑваш пикисем хӑйсен ӑсталахне 4 ӑмӑртура кӑтартрӗҫ: хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, спортпа тата пултарулӑхпа туслӑ пулнине палӑртрӗҫ.

   Конкурсантсене жюри членĕсем хаклӑрӗҫ - Пучинкери культура ҫуртӗнче ӗҫлекен клуб заведующийӗ, ЧНКан Пучинкери уйрăмĕн пайташĕ – Юрий Арсентьев, Пучинкери культура ҫурчĕ çумĕнчи театр кружокӗн пайташӗ тата ял поселенийĕн деутачĕ – Леонид Петров тата Пучинкери культура çуртĕнче спорт тата культура енĕпе ĕçлекен, ЧНКан Йӗпреҫ районӗн вырӑнти уйрăмӗн ҫамрӑксен ертӳҫи – Дина Трякова.

   Конкурссем хушшинче куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе Пучинкери культура ҫурчĕ çумĕнчи «Изюминка» ташă ушкăнĕ тата Дарина Трякова савӑнтарчӗҫ.

   Пикесем пӗринчен тепри чипер те пултаруллӑ пулчĕç. Анчах, ӑмӑртура яланах маттуртан та маттуртараххине палӑртма тивет.

«Пучинке пики - 2022» титула Анастасия Пашкова ҫӗнсе илчӗ.
«Вице Пучинке пики» - Краснова Александра пулса тӑчӗ.
«Ҫепӗҫ пике» номинацире - Арсентьева Анна палăрчĕ.
«Хӳхӗм пике» номинацине - Федорова Екатерина тивĕç пулчĕ.
«Ӑслӑ пике» номинацине - Крылова Анастасия тивĕçрĕ.                                              

«Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацине те Александра Краснова ҫӗнсе илме пултарчӗ.

  Пикесене пурне те диплом тата парнесем парса чысларӗҫ.
   Конкурса йӗркелесе тата ертсе пыраканĕ Пучинкери культура ҫуртӗнче ӗҫлекен художество ертӳçи Ирина Клементьева пулчӗ.

 

 

 

 

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Первоисточник: Новочурашевский ЦСДК

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика