Айбечский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитнине тата Чăваш республикинчи «Мухтавлă ентешсен çулталăкне» халалласа «Чăвашлăха упрар ĕмĕрлĕхе» ятпа уяв иртрĕ

13:46 27 апреля 2022 г.

Уява шкул директорĕ Никитина Г.Н. уçрĕ. Шкулăн акт залне пуçтарăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, сывлăх, телей, ăнăçусем сунчĕ. Ун хыççăн пурте пĕрле ура çине тăрса Чăваш Республикин гимне юрларĕç.

   Гимн юрланă хыççăн шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П. Чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ мероприяти иртни çинчен каларĕ, «Чăвашла чи илемлĕ сăвă калакан» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă 5-мĕш класра вĕренекен Анисимов Кирила сăмах пачĕ. Вăл Петĕр Хусанкайăн «Эп – чăваш ачи» сăввине чăн-чăн артист пек вуларĕ.

   Малалла программăна 10-мĕш класра вĕренекен Анжела Ильинапа 9-мĕш класри Мария Мельцова ертсе пычĕç. Вĕсем малтан чи кĕçĕннисене сăмах пачĕс. 1-мĕш классем «Улми лайăх-и?» чăваш халăх юррипе пуçларĕç уява. Çак класра вĕренекен Устинья Григорьева вара «Качака» юрăпа савăнтарчĕ куракансене. Вĕсем хыççăн 2-мĕшсем тухрĕç сцена çине, «Чăваш ачи» тата «Чăн тÿпере» юрăсене шăрантарчĕç. 3-мĕшсем «Асамат кĕперĕ» юрă парнелерĕç.  Кĕçĕн классенчен чи кайран 4-мĕшсем паллаштарчĕç хăйсен пултарулăхĕпе, вĕсем ача-пăча вăййи лартса пачĕç. 5-мĕшсем куракансене «Ача-пăча юрри-ташши» юрăпа ташă композицийĕпе паллаштарчĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине асран ямасăр, упраса хăварас тесе тăрăшаççĕ эйпеçсемпе вăтаелсем. Çавăнпа та паянхи уявра ытларах чăваш халăх юррисем янăрарĕç. 6-мĕшсем «Йĕс таканлă аттăр пур» юрра шăрантарчĕç.  Чăваш çĕршывне, тăван тăрăха халалласа 7-мĕшсем «Чăваш ен» юрă юрларĕç. Вĕсем хыççăн сцена хуçисем 8-мĕш класс хĕрĕсемпе каччисем пулчĕç (çирĕм пиллĕкĕн), вĕсем каçхи вăййа тухрĕç: юрларĕç, ташларĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Залра ларакан аслă ÿсĕмрисем хăйсем çамăк чухне вăййа тухнине аса илчĕç, пĕрле юрларĕç. 9-мĕш хĕрĕсем вара улаха пуçтарăнчĕç, каччисем салтак юрри шăрантарчĕç. Салтак службинче тăракан, салтака кайма черет çитнĕ амăшĕсем вăл вăхăтра ывăлĕсемшĕн хурланса куçĕсене шăлса ларчĕç. 10-мĕш хĕрĕсемпе каччисем куракансене «Пулнă вăхăтсем» юрă парнелерĕç. 10-мĕшсем хыççăн сцена çине 11-мĕш класс хĕрĕсемпе каччисем тухрĕç. Вĕсем класс ертÿçипе, Т.В.Ястребовăпа, В.Христофоров репертуарĕнчи «Эх, юррăм, янăра» юррине шăрантарчĕç. Юлашкинчен сцена çине вĕрентекенсем тухрĕç, вĕсем Чăваш республикинчи, çавăн пекех Эйпеçпе Вăтаел тăрăхĕнчи мухтавлă ентешсене халалласа «Юрату сÿнмест чĕрере» тата «Пур тăванăм пухăнсан» юрăсене янраттарчĕç.

   Паянхи уява пурте тăрăшса хатĕрленни курăнчĕ: тумĕ те, юрри-ташши те, ачасем хăйсене сцена çинче тытни те – пурте те çакна аван кăтартса пачĕ. Çавăн пекех 5-10-мĕш класс хĕр ачисем чăваш ташшине кашни хăйне евĕр лартса пачĕç: кĕвви те, хусканăвĕ те – пурин те тĕрлĕрен.  Курма килнисем питĕ кăмăллă пулчĕç, кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Хăш чухне пĕрле те юрларĕç. Уяв вĕçленсен тав туса ăшă сăмахсем каларĕç. Час-часах çакăн пек уявсем ирттерме ыйтрĕç.

Айбечский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Первоисточник: Айбечская СОШ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

 

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, д.Айбечи, ул.Центральная, д.32
Телефон: 8(83538) 2-46-12
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика