16:48 26 апреля 2022 г.
Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,
Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.
Паян, ака уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа тата ачасен хушшинче тӑван чӗлхене юратса аталантарас, упрас тĕлĕшпе Пучинкери ача сачӗнче пӗлтерӗшлӗ уяв иртрӗ. Чи малтанах уява уҫса ача сачӗн заведующийӗ Наталия Александрова Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. «Пирĕн тĕп тĕллев – чăваш йăли-йĕркине, вăййисене, культурине сыхласа хăварасси тата аталантарасси» терӗ Наталия Николаевна.
Малла пӗчӗк ушкăн хӑйсен ҫепӗҫ сассипе юрӑпа савӑнтарчӗ. Иккĕмĕш ушкӑнӗ те хавхаланса юрларӗ. Аслӑ ушкӑнӗ вара тӗрлӗ вӑйӑсем выляса кӑтартрӗ.
Ачасем юрласа, ташласа, выляса, сӑвӑсем каласа панӑ хыççăн Пучинкери ал-ӑстисемпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ.
Дина Трякова чӑваш ҫи-пуҫӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Рая Алексеева хӑй тӗрленӗ чӑваш кӗпи ҫинчен анлă ӑнлантарса пачӗ.
Кайран ачасем коридор та вырнаçтарнӑ Пучинкери
структура подразделенийӗн воспитанникӗсен пултаруллӑхӗпе паллашрӗҫ, ертӳçи Татьяна Ларионова
Паянхи уяв питӗ илемлӗ иртсе кайрӗ.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района