Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрӑксен форумӗ

09:47 19 апреля 2022 г.

   Иртнě эрнере Республикăра Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви,  культура министерстви пулăшнипе мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата Чăваш чĕлхи Кунне халалланă тĕрлĕ мероприяти пулса иртрĕ. 

   Шупашкар тăрăхěнчи Кӗҫӗн Сěнтěр (Станьяль) ялěнче Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрӑксен форумӗ иртрě. 
    Ҫамрăксен форумне хамăр республикăри тата регионти хěрсемпе каччăсем хутшăнннă: Пушкăрт Республикинчен, Чěмпěрпе Ěренпур облаçěсенчен, Самар тăрăхěнчен тата Пензăран, Питěртен нумайăн килнě. Çак форума пирĕн район çамрăкĕсем те хутшăнчĕç: Дина Трякова – Пучинке культура ҫурчӗнче ĕçлекен культйӗркелӳҫӗ, ЧНК Йĕпреç район вырăнти уйăмĕн пайташĕ, вăлах çамраксен ертÿçи, Хурамал ял тăрахĕнчи София Александрова тата Лев Плотников. 

   Ҫамрӑксене чи малтанах ӑшӑ сӑмахпа саламларӗ Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев.
    Малалла ӑсталӑх урокӗсем пуҫланчӗҫ. Вокалпа» ăсталăх урокне ертсе пычӗҫ Сергей Петровпа Георгий Смирнов. Юрăпа ташă ăстине Елена Энжей, Сергей Петров, Алина Варна, Лев Плотников, Георгий Смирнов тата ыттисем те илемлě юрăсемпе, ташăсемпе форума хутшăнакансене савăнтарчěç.«Чăваш арчи» ăсталăх урокне Чăваш патшалăх университечěн вěренекенěсем Анастасия Сидорова тата Полина Васильева электронла майпа ирттерчěç.
   Форум ҫамрӑксене питӗ килӗшрӗ. 

 

 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика