12:39 06 марта 2022 г.
«Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче Быкова Галина Васильевнӑн алӑ-ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ.
Галина Васильевна Аслӑ Чурачӑк ялӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӱснӗ. 14 ҫултах ашшӗсӗр юлнӑ хӗрачан, ҫамрӑклах ӗҫе кӱлӗнме тивнӗ. 5-мӗш класс пӗтернӗ Галина Чӗмпӗр облаҫне чӗкӗнтӗр ҫӑмлама кайна, Воронеж облаҫӗнче ӗҫлеме те тӱр килнӗ. Ҫавӑн пекех Ишлей поселокӗнче пекарь пулса ӗҫленӗ, амӑшӗпе ҫӗвӗ цехӗнче те ӗҫленӗ.
1978 султан пуҫласа районти санэпидемстани уйрӑмӗнче дезинфектор пулса ӗҫлеме тытанать.
1979 ҫулта Хирти Сӗнтӗр каччипе пӗрлешсе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Икӗ ывӑлпа пӗр хӗре пурнӑҫ ҫути кӑтартаҫҫӗ.
2014 ҫултанпа Быковсем хӑйсем ҫавӑрнӑ хӑтлӑ ҫуртра пурӑнасҫӗ. Галина Васильевна тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ӱстерет, шутсӑр чечексем юратать, ҫавна кура унӑн пӱртре те питӗ нумай чечек, пахчара та, пӱрт умӗнче те, урамра та тӗрлӗ теслӗ чечексем. Ҫуркунне чечек калчисене веҫех хӑй акса хатӗрлет.
Пушӑ вӑхӑта ахаль ларса ирттермест ӗҫчен хӗрарӑм. Ҫыхать те тӗрлет те масмак хушпу та тӑвать. Унӑн пултаруллӑхӗпе музейра паллашма пулать. Курав апрель пуҫламӑшӗччен пулать.
«Эпӗ хамӑн пурнӑҫа тивӗҫлипе пурӑнса ирттертӗм тесе шутлатӑп. Паянхи кун манӑн ҫумра упӑшка сывӑ, ачасем, кинсем, хӗр тата 4 мӑнук. Эпӗ хама телейлӗ хӗрарӑм тесе шутлатӑп. Пире тата мӗн кирлӗ? Пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутаттӑр, турри сывлӑх патӑр ачасене, мӑнуксене тата хамӑра. Ҫутӑ тӗнче ҫути пурне те ҫитет, сывлӑх пултӑр пурне те!», - тит Галина Васильевна.
Уява арҫынсен «Каҫал» фольклор ансамблӗ илем кӱчӗ.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики