18:06 05 марта 2022 г.

Çăварни – пысăк та савăнăçлă уяв. Çăварни кунĕсене мăн кун умĕнхи типе кĕриччен 7 эрне маларах уявлаççĕ. Ку уяв кашни çул пĕр вăхăтра килмест, вăл мăн кун хăçан пулассипе тачă çыхăннă.
Çăварни пуçламăшĕ – аслă çăварни, вĕçĕ - кĕçĕн çăварни. Кăçалхи календарьпе çăварни эрни нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланчĕ те пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет.
Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ачасем Çăварнине уявлама Уçырмари шкул умне пуçтарăнчĕç. «Çăварни çуни çут çуни» театрализацилле уяв иртрĕ. Уява хатĕрленсе ирттерме ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Елена Мефодьевна тата Уçырмари вулавăш ертуçи Ирина Геннадьевна пулăшрĕç. Çак уява ачасем савăнсах хутшăнчĕç.
Уявра тĕрлĕ чăваш вăййисене вылярĕç: «Икерчĕлле», «Лашалла», «Йытăлла». Ачасем тата Çăварни юррин сăмахĕсене аса илчĕç, пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламласа хĕл сиввине ăсатрĕç.
Уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем этеме унăн çут çанталăкри вырăнне ăнланма, çамрăксене çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх пăхса ÿстерес ĕçпе паллаштарма, чир-чĕртен упранма, ăру йăх тăсма пулăшаççĕ.
Çăварни уявĕ ăнăçлă иртрĕ. Вăйă-кулăпа, юрă-ташăпа савăнни нумайччен ачасен асĕнче юлĕ.
Малобикшихское сельское поселение Канашского района