Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ман юрăсем - çак çĕрĕн çутă кунĕсем»: Асанкасси ял библиотеки

14:51 28 февраля 2022 г.

                                                     «Çырла пахчи евĕр пуян чĕлхене юратăр,

                                                        чăваш ачисем, ĕмĕрне!» Шемекеев В.

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш сăвăçи, çыравçи, журналисчĕ Виталий Дмитриевич Шемекеев  çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çыравçă – ентеше халалласа Асанкасси ял библиотекинче «Ман юрăсем - çак çĕрĕн çутă кунĕсем» ятлă кĕкеке куравě йĕркеленě.

Виталий Шемекеев 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Комсомольски салинче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван колхозра строительте ĕçленĕ, 1957 çулта Пермь облаçĕнче профессипе техника училищинче вĕреннĕ, каярах металлурги заводĕнче вăй хунă. Чăваш çĕршывне таврăнсан пĕр вăхăт комсомол ĕçĕнче, унтан район хаçачĕн сотрудникĕнче тăрăшнă. 1974-1975 çулсенче вăл Муркаш районĕнче тухса тăракан «Çĕнтерӳ ялавĕ» хаçат редакторĕ, каярах ДОСААФ райкомĕн председателĕ, Хачăк ял клубĕн заведующийĕ пулнă. 1986 çултанпа Чăваш писателĕсен союзĕн илемлĕ литературăна саракан бюро сотрудникĕнче вăй хунă.

В.Шемекеев 1986 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Поэт 2003 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн вăхăтсăр вилнĕ.

В.Шемекеевăн паллăрах кĕнекисем: «Пурнăçпа ĕмĕт» (1981), «Çăлтăрсен çăл куçĕ» (1985), «Çĕр çинчех ман кил» (1988), «Юрату эрехне эп ĕçсе пĕтермен» (2003), «Ай, тăварлă-çке кěвěçӳ куççулě» роман (2008).

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика