Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сителти культура ӗҫченӗсем питĕ интереслĕ мероприяти ирттерчĕç

17:03 25 января 2022 г.

"...Вăл Пушкина савса вуланă,

Тен, асĕнче çавна тытсах

Ятне те Таня вăл суйланă

Хăйне йăлтах вăрттăнлатса..."  

Кăрлач уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Раççейре студентсен тата хĕрарăмсен управçин Çветтуй Татьянăн кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв ячĕпе маттур та пултаруллă пикесене чыс туса Сителти культура ӗҫченӗсем питĕ интереслĕ мероприяти ирттерчĕç.  Ирина Лякова кульорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь уява пыма кăмăл тунă хĕрарăмсене саламларĕç, çанталăк сиввине пăхмасăр килме пултарнишĕн тав тунă май çак кунӑн историйĕпе паллаштарчĕç.    

Малалла Сител чиперукĕсем "Ятне те вӑл Таня суйланӑ" квест-вӑййа хутшӑнчӗҫ. Унта икӗ ушкӑн пӗр-пӗринпе тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫласа ӑмӑртрӗҫ. Пурте хӑйсем питӗ маттур та тавҫӑруллӑ пултарнине кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Çак кун вĕсем тӗрлӗ ятарлӑ станцине ҫитсе поэт, художник, ташăçă, юрăçă вырăнĕнче пулса тус-юлташĕсене савăнтарчĕç, савăк туйăм парнелерĕç. Унсăр пуçне çамрăк чухнехи студент пурнăçне те аса илсе хăйсемпе пулнă кăсăклă самантсем пирки каласа кăтартса култарчĕç.     Уява пухăннисене библиотекарь Паллӑ ҫынсен Ҫулталӑкне халалланӑ куравпа, ҫӗнӗ кӗнекесемпе, республика тата районта тухса тăракан хаçатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика