Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫитрӗ, ҫитрӗ Сурхури! Сиделинский б/п

16:35 18 января 2022 г.

Ҫитрӗ, ҫитрӗ Сурхури!
  Эх, сурхури! сурхури!
  Мĕн чул унăн савăнни,
  Ирпе пăрçа сапатпăр,
  Каçпа пăтă çиетпĕр.
  Эх, сурхури, сурхури!
     Сурхури– чăвашсен авалхи уявĕ. Ҫак кун килтен-киле çÿресе тĕрлĕ тум тăхăннă аслисемпе ачасем кучченеç пухса çÿренĕ. Такмакласа ташласа кил хуçисене савăнтарнă.
    Ку уява мĕн ĕлĕкрен пирĕн асатте-асаннесем анлăн паллă тунă.  Йăла-йĕркене ламран лама упраса хăварас шухăшпа Сителти культура ĕçченĕсем "Ҫитрӗ, ҫитрӗ Сурхури" мероприяти йĕркелерĕç. Унта культура ĕçченĕсем пухăннисене ку уявĕпе паллаштарчĕç.
     Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ тĕрлĕ тумтир тăхăнса урам тăрăх чупнисĕр пуçне сурхурире пĕр-пĕр киле пухăнса хĕрсемпе каччăсем юмăç янă. Çакăн пек туса вĕсем хăйсен шăпи еплерех килсе тухассине пĕлесшĕн çуннă.  Çак пулăм пирĕн ялта та хăй вăхăтĕнче анлă сарӑлнă пулнă. Çавна шута илсе Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь унчченхине манăçа кăларас мар тесе мероприятие хутшăнма хапăл тунисене  юмăç яртартарчĕç. Çавна май кашнинех хăйне  шăпа мĕн парнелессине палăртрĕç.  Унсăр пуçне хастарсем ĕлĕххи вăйăсене те выляса савăнчĕç. Улах ларса чун киленичченех савӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттерчӗҫ.
    Уява пуçтарăннисем Сурхури сăвви-юррине те пит аван пĕлеççĕ иккен.  Çакна çирĕплетсе вĕсем нумайăшне  хаваслăн шăрантарса пачĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика