Администрация Ходарского сельского поселенияОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Объявления

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Встреча с писателем Т.А.Афанасьевой

15:23 25 августа 2021 г.

  Паян пирĕн Хутар ял вулавăш ҫуртне кĕтнĕ хăна, Чăваш Республикин писателĕ, Тамара Анатольевна Афанасьева килсе ҫитрĕ. Тамара Анатольевна Çĕмерле районĕнчи Вăрманкас ялĕнче ҫуралса ÿснĕ .Вăтам шкул Хутар салинчи И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен шкула вĕренсе тухнă. Писательсен союзĕнче Тамара Анатольевна 2015-мĕш  ҫултанпа шутланса тăрать. Вăл ҫырнă кĕнекесем: «Сăвăсем», «Литература пусăмĕсем», «Вĕренеҫҫĕ ачасем», «Иван Ахах пултаруллăхĕпе хăй евĕрлĕхĕ», «Иван Ундрицов ҫинчен», «Кун пайрăмĕсем», «Çурхи ĕмет. Савăсен ярăмĕ».  Тамара Анатольевна хай ҫырнă кĕнекесене кăна мар, ашшĕ- Афанасьев Анатолий Трофимович (Анат Сереп) ЧР тата СССР писателĕ , чăваш халăх ăсчахĕ (народный академик Чувашии) ятсене илнĕ кенекесене те парнелерĕ. Анатолий Трофимович ҫырнă кĕнекесем: «Мĕншен хĕрлĕ палан», Ялти каҫ пĕр шукăль ҫуркунне», Хурăн куҫҫулĕ». А. Т. Афанасьевпа Юрий Кудаков композитор пĕрле нумай юра-кĕвĕ ҫырнă. Паянхи кунччен Анатолий Афанасьевич хĕрĕпе Тамара Анатольевнăпа та Ю.Д.Кудаков тачă пĕрле еҫлеҫҫĕ.  А.Т.Афанасьев саввисемпе Ю.Д.Кудаков композитор  ҫырнă  юрăсем  тивĕҫлĕ упранасса шанас килет.

Ходарское сельское поселение Шумерлинского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429105, Шумерлинский район, с.Ходары, Садовая, д.16
Телефон: 8(83536) 62-5-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика