Ойкас-Кибекский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 
 

Новости » Уйкас-Кипек ялĕнче вăрçăран таврăнайман çамрăк поэт-фроновиксене халалласа асăну хăми уçрĕç

16:45 11 мая 2021 г.

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Уйкас-Кипек ялĕнчи Тăван çĕршывшăн Аслă вӑрҫине  хутшăннă ентешсене халалланă палăкпа юнашар, вăрçăран таврăнайман çамрăк поэт-фроновиксене халалласа асăну хăми уçрĕç.

 Асăну хăми çине Генрих Яковлевич Катрамов вăрçăра, çапăçусем пыман вăхăтра  шăрçаланă сăвă йĕркисене çырнă.  Генрих Катрамов 1926-мĕш çулта утă уйăхĕн 15-че Вăрман-Кипек ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă. Генрих Катрамов çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хăвăртрах тасатас хавхаланупа 1943-мĕш çулхи кĕркунне хăйне ирĕкле фронта яма ыйтнă. Çапла тин çеç вунçичĕ çул тултарнă каччă фронта тухса каять. Вăрçа кайсан тепĕр темиçе уйăхран кĕçĕн командир пулса Прибалтика фронтне çитнĕ, гвардии 53-мĕш стрелковый дивизии ретĕнче вăрçа кĕнĕ. 1944 –мĕш çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Латвири Больвински районĕнчи Землянки ялне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура тин çеç вунсакăр çул тултарнă çамрăк салтак паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Тискер вăрçă тухман-тăк тата мĕн чухлĕ сăвă çырма пултарнă çамрăк сăвăç… Вунсакăр çулти вĕри чунлă поэт-салтакăн- Вăрман-Кипекре пурăннă Генрих Катрамовăн – ырă сăнарĕ халăх асăнчех упранĕ.

Асăну хăмине уçнă çĕрте Генрих Катрамăвăн тăванĕсем аппăшĕн ывăлĕ Юрий Назаров, тăватă йăмĕкĕн ачисем, мăнукĕсем, икĕмĕш сыпăкри Вениамин Иванов, Людмила Тихонова  хутшăннă.

Çак кун Уйкас-Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров пухăннă хăнасене çывхарса килекен 76-мĕш Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ. Çавăн пекех Кивçурт-Енĕншри музей ертÿçи Вячеслав Алексеев пухăннă хăнасене уява хутшăннăшăн ăшă сăмахсем каласа тав турĕ.    

Генрих Катрамăва халаласа чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Вăрман-Кипек шкулĕнчи тата Канаш районĕнчи Чарпуç шкулĕнчи тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем хутшăнчĕҫ. Кашни шкул ачи хăйĕн кăмăлне каякан сăввине суйласа илнĕ. Сăвă калакансен ăсталăхне Альбина Фомина Чăваштелерадио компанийĕн корреспонденчĕ, Лиана Григорьева Ярмушка ял тăрăхĕн специалисчĕ, Лидия Михайлова Уйкас-Кипек кульура çурчĕн ертÿçи тата ыттисем те хакларĕҫ. Ҫакнашкал конкурссем паллӑ ҫынсен пултарулăхне асра тытма пулăшаҫҫĕ.

Ҫĕнтерӳ кунĕ яланах пирĕн ҫутă пуласлăхшăн тăшмана тĕп туса пуҫ хунă салтаксен ячĕсем асăмрах юлĕç.

 

Ойкас-Кибекский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 
 
Система управления контентом
429204 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Вурман-Кибеки, ул.Молодежная, д.8
Телефон: 8(83537) 36-2-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика