Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Аваллăх арчин тĕпчевҫи» кĕнеке куравĕ Ҫĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕн вулавăшĕнче (Юхма Мишши 85 çул тултарнă ячĕпе хатĕрленĕ )

15:15 08 апреля 2021 г.

Юхма Мишши (Ильин Михаил Игнатьевич) Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта, хаçатра, кĕнеке издательствинче, краеведени музейĕнче ĕçленĕ. Чăваш халăх писателĕ, академик, прозаик, драматург, сăвăç, куçаруçă, юптаруçă, очерк ăсти. Чăваш Республикин тата Мари Эл Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, удмуртсен Кузебай Герд ячĕллĕ преми лауреачĕ, тĕнчери информатизации академийĕн чăн членĕ.

Малтанхи кĕнеки - «Оксана повесть»-1962 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа вăл 200 кĕнеке ытла пичетлесе каларнă. Унăн хайлавĕсене çĕр ытла чĕлхене куçарнă. «Телей кайăкẻ – шурă  кайăк », «Чебоксарский богатырь» кẻнекесемшẻн ăна республикáри «Волжский богатырь»преми панă. «Кункăш-вилĕмсĕр кайăк » историлле романшăн Рассей Федерацийĕн писателĕсен Союзĕн премине, Тутарстан Республикин «Туслах-Дуслык - дружба» премине панă. Вăл Пĕтĕм Союзри «Земля и люди» литература конкурсĕн, «Ылтăн пучах» литература премийĕсен, А.Г.Николаев космонавт тата Митта Ваçлей ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ. Вăлах Альберт Канаш ячĕпе хисепленекен премипе Раççейри литература премийĕн, Пĕтĕм чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ.

Юхма Мишши тăван халăхăн культурине аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлекен çын. Вăл хăйĕн мĕнпур ĕçĕнче чăнлăха ялав туса ĕçлет. Çавăнпа унăн çитĕнĕвĕсем курăмлă та ĕнтĕ.

Юхма Мишшине халалланă кĕнеке çӳлĕкĕ «Аваллăх арчин тĕпчевҫи» ятлă. Юхма Мишши «Ылтăн çупçе» кĕнекинче тăван чĕлхе çинчен акă мĕнле çырать: «Чĕлхе-халăх пуянлăхĕ; тăван чĕлхене юратман çын çут тĕнчере çук та пулĕ. Тăван чĕлхе - халăх палли, вăл вилĕмсĕррине çирĕплетекен тăмха. Çавăнпа кашни халăх хăй чĕлхине ытарайми  юратать, пуринчен те ытла пахаласа хисеплет, куç шăрçи пек сыхлать, чи хаклă пурлăх тесе упрать. Елĕкрен-авалтанпах тĕрлĕ халăхăн чи чаплă паттăрĕсем тăван чĕлхешẻн вутра çунма та, шывра путма та, чĕрĕллех çĕре кĕме те хатĕр пулнă, тĕрлĕ халăхăн чи ăслă ывăл-хĕрĕсем тăван чĕлхене юрă - сăвăсенче ырланă, унран хакли çуккине çирĕплетсе каланă.

 Ытарайми чăваш чĕлхи - атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çӳпçи, сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăх. Тăван чĕлхе-тĕнче ăс-хакăлĕ. Тăван чĕлхе вăл çынсене хыпар-хăнар пĕлтерме çеç мар, пĕр чăмăра пĕрлештерме те кирлĕ, вăл халăхăн сăпайлă та таса, чи хаклă пурлăхĕ. Тăван чĕлхе вилсен вара халăх хăйĕн сăн-сăпатне çухатать, ют йăхсемпе хутшăнса кайса, ним паллисĕр çĕтет… Пирĕн пурсăмăр та чун-чĕререн юратакан чĕлхемĕр пулман пулсан, чăвашсем тахçанах тутара е вырăса тухса пĕтнĕ пулĕччĕç…»

       «Чăвашлаха ялав туса», «Чăваш пулма çăмăл мар» кĕнекесенче халăх писателĕ чăвашлаха упрас, термен ĕçне малалла тăсас тесе тĕрлĕ вăхăтра çырнă хăйлавсем кĕнĕ. Уйрăмах «Тăван чĕлхене упрасчĕ», «Чăвашлăха çухатас марччĕ!» статьясенче чăваш халăхĕ ĕмĕр ĕмĕр сывă пултăр тесен чи малтан пирĕн чăвашлăха упрама тăрăшмалла, тет Юхма.

«Чăн чăвашлăх манра упранать» кĕнекере çыравçă хăйĕн çинчен çырнă сăвă пур. «Чăвашлăха упрас тесе эп тухрăм» ятлă вăл:

 

Чăвашлăха упрас тесе эп тухрăм

Инсе ялтан çак аслă çул çине.

Тем тĕрлĕ чăрмава çĕнсе эп утрăм

Хам ĕмĕтри çут çăлтăрăм патне.

 

 Чăваш тĕнчин асамлăхĕ васкатрĕ

 Мана малтан - мала, пуласлăха.

Чăвашлăха упрас тени аркатрĕ

Умри асап - терте, йывăрлăха.

 

Тупе-аттешĕн ывăлĕ эп пултăм,

Вăй пачĕ, кур, тăван çĕрĕм - анне.

Чăвашлăхшăн çурта пекех эп çунтăм,

Ман çутă халь çутаттăр тĕнчене.

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная система библиотечного и архивного дела Шумерлинского муниципального округа»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика