Юманайское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ кĕнеке: Ольга Архипова. Чун-чӗре юррисем: юрӑ пуххи

11:40 26 января 2021 г.

Çĕнĕ кĕнеке: Ольга Архипова. Чун-чӗре юррисем: юрӑ пуххи

Ольга Архипова сăввисемпе çырнă юрăсем

«Чун-чĕре юррисем» кӗнекери юрӑсене чӑваш культуринче нумайранпа ырми-канми ӗҫлекен Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан Ольга Александровна Архипова сăввисемпе хывнă юрăсене кĕртнĕ. Вӑл 1929 çулта Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Унӑн пултарулахӗ чылай ҫул ӗнтӗ тӗрлӗ енлӗ аталанса пырать: пултуруллă вĕрентекен, çыравçă, сăвăç, фольклорист, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ тата тыл ветеранĕ, вӑрҫӑ ачи. Пурнӑҫ уттинчи тӗрлӗ ҫулсенче нумай хисеплӗ те тивӗҫлӗ ята илнӗ.

«Чун-чĕре юррисем» кĕнекене Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Ăна Вера Архипова тата Максимилиан Севастьянов пухса хатĕрленĕ.

Кӗнекене кун ҫути кӑтартас ӗҫре музыка кăларăмĕн редакторĕ Юрий Кудаков нумай вӑй хунӑ. Ю.Д. Кудаков – профессиллӗ чӑваш музыкинче паллӑ ят, ӳссе те ҫӗкленсе пыракан юрӑ-кӗвӗ ӑсти, ăста педагог, талантлă композитор, баянист, методист, наука ĕçченĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ. 170 ытла ăслăлăх ĕçĕн, Чӑваш патшалӑх театрӗсем лартнӑ 35 спектакльти кӗвӗ авторӗ. Пине яхӑн юрӑ ҫырнӑ композитор. Тăрăшуллă педагог пĕлÿ панă вун-вун музыка учителĕ республикăри тата ун тулашĕнчи шкулсенче çамрăк ăрăва юрă-кĕвĕ илемне туйма вĕрентет.

Ольга Архипова сӑвӑҫ чӑваш композиторӗсемпе чылайранпа тухӑҫлӑ ӗҫлет. Вĕсен йышĕнче Авраам Бурундуковпа Николай Эриванов, Юрий Кудаковпа Юрий Жуков, Анатолий Печниковпа Николай Зимин, Георгий Фадеевпа Олег Кăйкăр, Александр Жуковскипе Земфира Яковлева, Константин Марковпа Людмила Кинер тата Клара Осокина ячĕсене палăртмалла.

Пултаруллă вĕрентекен О.А. Архипова пĕчĕккисем валли те, аслисем валли те чылай сăвă çырнă. Унăн хайлавĕсем – пĕтĕмпех çын пурнăçĕн чун-чĕри таппи. Тӑван ҫӗршыв, патриотлăх туйăмĕ, чӑвашлӑх, тӑванлӑх, ҫут ҫанталӑк, атте-анне, юрату… Ҫакӑн пек тематикӑна ытларах кӑмӑллать сӑвӑҫ. Вĕсем пурнăçри йывăр вăхăтсем çинчен каласа кăтартаççĕ, тăван вырăнсене, атте-аннене, тăван-хурăнташа юратма вĕрентеççĕ. Юрăсенче çавăн пекех çынсен хутшăнăвĕсем, çут çанталăк ӳкерчĕкĕсем, çын пурнăçĕн тĕрлĕ саманчĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем этемӗн шухăш-кăмăлне туйма, ăнланма пулӑшаҫҫӗ. Сăмахран, «Хур кайӑк вӗҫет...» тата «Çул çук каялла» хайлавсем пурнăç хăналăх пулнине, çавăнпа кашни саманта хакламаллине аса илтереççĕ. Автор пурнăçа чун-чĕре хумханăвĕнчен тухакан шухăш-туйăм урлă сăнласа парать.

О.А. Архипова çырнă сăвăсене вулама та, унăн сăввисемпе çырнă юррӑсене юрлама та çăмăл. Вĕсенче автор сăнарпа пиелет. Юрăсенчен чылайӑшӗ халӑхра сарӑлма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Архипова Ольга сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсемпе Чăваш патшалăх академи симфони капеллин солисчĕсем Надежда Маковăпа Любовь Зайцева, Вячеслав Вахтеркинпа Андрей Макаров, Светлана Рожковӑпа Надежда Егорова тата Зоя Сабаева, Чӑваш халӑх артисчӗсем Тамара Гурьевӑпа Зоя Лисицина, паллă юрăçсем Николай Кузьминпа Алина Савельева, Роза Степановăпа Наталья Васильева, Людмила Кинерпе Лариса Степанова, Клара Осокинӑпа Олег Кăйкăр тата ыттисем хăйсен репертуарне пуянлатрĕç.

Культура керменӗсенче пултарулӑх коллективӗсем уяв кунӗсенче, радиопа телевидени кӑларӑмӗсенче «Сурӑм шывӗ», «Юмахри ӗмӗт», «Хур кайӑк вӗҫет...», «Сипетлӗ хурӑн», «Атте лартнӑ ушкӑн хурӑн», «Иккӗн утнӑ ҫулсем», «Çул çук каялла», «Шĕшкĕлĕх», юрӑсене час-часах шăрантараççĕ.

«Чун-чĕре юррисем» кĕнекери хайлавсем уйрӑм юрӑҫсен, хор тата пултарулӑх коллективӗсен репертуарӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртессе, пуянлатасса шанатпӑр.

Ҫӗнтерӳллӗ хӑватпа кӗнеке авторӗ кăçал 92 ҫулне паллӑ тăвать. Çак сумлă та пысăк тавра курăмлă чӑваш хӗрарӑмӗ хăй вăхăтĕнче темĕнле йывăр лару-тăрура та вутра та çунман, шывра та путман, нимĕнрен те хăраман. Ветеран ӑшри вӑй-халне пухса тӑван халӑх валли хаклӑ парнесем - «Чун-чĕре юррисем» юрӑ пуххи, «Вӗҫет хур кайӑк...» юрă пуххин электрон кăларăм, «Кун-çул таппи» кĕнеке тата «Ҫунатлан, чӗрем» сӑвӑ пуххи хатӗрлерӗ.

Сӑпайлӑ та ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ ентешӗмере Ольга Архиповӑна ҫирĕп сывлӑх, ҫӗн вӑй-хал, куç тулли телей те савăнӑҫ, пултарулăхра татах сулмаклӑ утăмсем, пысăк ҫитӗнусем тума сунатпӑр. Чун хавалӗ нихҫан та ан иксӗлтӗр сирӗн, хисеплӗ Ольга Александровна!

Кӗнекене кӗртнӗ хайлавсен ҫулӗ такӑр пултӑр!

Николай ЗИМИН,

музыковед, Чăваш Республикин комозиторсен Ассоциацийĕн президенчӗ,

Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ

 

Юманайское сельское поселение Шумерлинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429106, Шумерлинский район, с. Юманаи, ул. Мира. д.5
Телефон: 8(83536) 62-7-83
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика