Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçат-журнала ан манăр! Унпа интересленĕр, вулăр!

07:57 17 января 2021 г.

  Самана кунран кун улшăнса пырать. Ăсчахсем çулсерен тĕрлĕ технологи шутласа кăлараççĕ. Анчах та çĕнĕ тус тупсан киввине упра тенине шута илсе пирĕн хамăр яланах усă курнă япаласене те манас марчĕ.

  Ман калас сăмахăм шăпах эпир ачаран юратса вуласа ÿснĕ хаçат –журналсем пирки. Нумайăшĕ интрнетпа телевидени ĕмĕрĕнче çÿлерех асăннă чун «апачĕ» валли вырăн çук тейĕ. Кирлĕ хыпара вĕсенчен çăмăллăнах тупма пулнине çирĕплетĕ. Çаплине çапла пулĕ те. Анчах хаçат-журналсенче те кăсăклă информаци питĕ нумай.

  Çакна шута илсе Сител ялĕн вулавăш пункчĕ пурне те çак журналистсен «çимçĕсемпе» паллашма, унчченхи евĕр страницăсене уçса киленсе вуламашкăн йыхравлать. Шăпах кăçалхи çур çулта кунта ытти чухнехинчен самай нумайрах хаçат-журнал килсе тăрĕ. Тĕрлĕ çултисем валли ятарлă изданисем пур. Ачасемпе çамрăксем, аслă çулхисемпе ватăсем валли уйрăм хаçат е журнал çырăнса панă.

   Вулавăш пунктĕнче районта, республикăра тухса тăракан интереслĕ материаллă переодика изданийĕсемпе паллашма пулать. Камăн мĕн вулас килет пурин валли те çителĕклĕ. Килте ÿркенсе çеç лармалла мар.

  Эппин туссем, библиотекăна пырăр, кăсăкланăр, вулăр. Унта вара сире ăшă та ырă кăмăллă вулавăш ĕçченĕ Оксана Хомуткина мĕн кирлине яланах тупса пама хатĕр. Вулавӑш пункчӗ кашни кун 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Вырсарникун канмалли кун.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика