Юманайское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Библиотека рекомендует…Сборник стихов Архиповой Ольги Александровны " Чун чере юррисем"

13:13 12 января 2021 г.

Чылай çул «тĕлĕрнĕ» сăвă йĕркисем…

 

Чунра сăвă хăçан çураласса никам та пĕлмест. Сăвă вăл шур пĕлĕтсем хыçне пытаннă сар хĕвел пек. Чăркăш çил пĕлĕтсене сирĕлтерсе кăн-кăвак тÿпе тăрах салатать те сар хĕвел çут тĕнчене хăйĕн сапăрлăхĕпе тата хĕрÿ шевлисемпе çутатса йăл кулса ярать… Сăвă та çавах, чун савăтне йĕркен–йĕркен тулса-пуçтарăнса çитет те, пĕр кунхине таса шывпа тултарнă туп-тулли куркаран сĕтел çине тăкăнакан сиплĕ тумламсем евĕр   тарăн шухăшлă, тулли рифмăллă, илемлĕ сăнарлă çаврăмсене чăмăртанса   шап-шур хут çине шăрçаланать.

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан 90 çулхи Ольга Архипова чунĕнче чылай çул канлĕн «тĕлĕрнĕ»   сăвă йĕркисем пĕр кунхине çут тĕнче черченлĕхне курас тесе шур хут çине çырăннă. Çапла, çапла, тĕрĕсех ăнлантăн, вулаканăм, чунра «тĕлĕрнĕ» сăвă йĕркисем… Ара, урăхла пулма та пултараймасть. Çавăн пек ăста та сăнарлă, юханшыв пек шăнкăртатса юхакан çаврăмсем йăхра пултаруллă çынсем пулмасан хăйсемпе хăйсем çуралмаççĕ. Вĕсем кÿлле пухăнакан таса çумăр тумламĕсем евĕр чун савăтне ерипен кун-çул тăршшĕпе пуçарăнаççĕ. Çут çанталăк панă пултарулăх Ольга Архиповăна, ман шутпа, мăн-мăн аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ урлă куçнах.

Чи çывăх тăванĕсем хыççăн Ольга Архипова сăввисене вулаканĕ эпĕ пултăм. Ольга Александровнăна хăйĕн   питĕ черченкĕ те ачаш сăввисене-ачисене тÿрлетме мана шанса панăшăн тав тăватăп. Пытармастăп, вĕсем чунăма тÿрех ярса илчĕç.   Сăвăсем-хĕвел шевлисем   урлă эпĕ унăн кăмăл-шухăшĕпе, çывăх çыннисемпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванăнĕсемпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çывăх паллашрăм.  

Сăвăçăн пултарулăхне сăмахпа тем тĕрлĕ мухтаса та ырласа хакласан та ун сăввисене вуламасăр вăл мĕн çинчен çырнине, сăнарсене еплерех калăпланине, вулакана мĕн калас тенине   пĕлме çуках. Çавăнпа та Ольга Арихиповăн сăввисенчи мана килĕшнĕ ăнăçлă йĕркесене илсе кăтартас килет. Калас пулать, кашни сăвăç «арчинчех» хăйне кун-çути парнеленĕ, ура çине çирĕп тăратнă тăван çĕршыва сума суса хайланă сăвă пур. Ольга Архиповăн та тăван ене сăвапласа шарçаланă сăвă чылай. «Ентешĕмсем» сăвăри икĕ йĕркене илем: «Чăвашăн килесси те каясси Йăлт курăнать хĕвеллĕ уçлăхран». Çапла, тĕрĕсех, эпир чăвашсем, хĕвел ачисем. Çавна пулах тĕнчене тытса тăракан çут хĕвел те пирĕн халăхăн шăпине уçлăх кĕнекинче ĕмĕрлĕх çырса пырать. Пур сăвăçа та çут çанталăк асамлă вăй парать, Çавна пулах сăвăç тепри курманнине курать, тепри туйманнине туять. Ольга Александровна та ав çав кĕтретлĕхпе тулли: «Чунпа туятăп хам несĕлĕмсен Вун ĕмĕр витĕр тухнă ăшшине».

«Эпир – Куççа йăхĕнчен» сăвăра Ольга Архипова хăйĕн йăх-тымарĕпе паллаштарать. Хăйĕн çак тĕнчере чăваш пулса пурăннă мăн-мăн тăванĕсемпе мăнаçланать. « Хаклă тăванăмăрсем, Ытарми çыннăмăрсем, Ятăр пултар сумлăхра. Пуçăр пултăр сывлăхра!» Пăрчăкан ятпа çÿренĕ амăшĕ Фекла Васильевна уншăн чĕвĕл чĕкеç чĕлхиллĕ. «Чĕвĕл чĕкеç эс, анне» сăвва вулар-ха. Чĕвĕл чĕкеçĕм аннем, Пурнăç пире парнелен. Тĕклентерен, ÿстерен, Çунат хушса вĕçтерен! Чĕвĕл чĕкеçĕм аннем, Пĕр канăçсăр вĕл! вĕçен, Пĕр канмасăр эс ĕçлен, Чĕпÿсемшен хĕмленен, Чĕвĕл чĕкеçĕм аннем, Чĕкеç чĕлхи пехиллен. Чĕвĕл- чĕвĕл чĕвĕлтетсе Туслăн пурăнма чĕнен. Чĕвĕл чĕкеçĕм аннем, Кил вучахне эс чĕртен. Шанăç паран, хÿтĕлен, Пурнăçра телей кÿрен». Çапла, пер сăмахпа хакласан, анне – пурнăç пуçламăшĕ! Шап та лăп анне ачисене ĕлĕрне упраннă челхе сапăрлахне, йăли-йĕркине, пурнăç тытăмĕн вăрттăнлахĕсене вĕрнтсе хăварать. Ольга Архиповашăн та амăшĕ чи сăваплă та чи юратнă çын.

Пурнăç панă амăшĕ çеç мар, унпа пĕрле хĕр пĕрчине ачашласа, ăнланса   ÿстернĕ ашшĕ те сăвăçшăн питĕ хаклă çын. «Атте килĕ – эс шур хурăн!» сăвăра çакă уççăн курăнать. Хурăн – сăваплă, илемлĕ, чун пуянлăхне ăнлантаракан ытарлă йывăç. Вăл тасалăхпа, черченлĕхпе çыхăннă. Атте килĕ вара кашни çыншăн сăпка, пурнăç никĕсĕпе тытăмĕ. «Атте килĕ – эс шур хурăн, Эс – çĕршывăм, эс – аннем, Яланах эс пурăн, «хурăн», Илемлет тăван çĕре».     Тăван çĕр тулăхлăхĕ, пахалахĕ сăвăçшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ иккенне вара вулакан «Лартар, туссем, йывăçсем» сăвăран та аван курать. «Лартар, туссем, йывăçсем, Çăка, хурăн, каврăçсем, Çĕршыв пулсан пит хитре, Пулĕ телей чĕрере».

Пĕр сăввăрта Ольга Архипова   «Хĕпĕртесе чунтан-вартан Каллех сăмах шăрçи эп тирĕп» тет. Питĕ сăнарлă йĕркесем. Чăнах та, шур пире тенкĕсемпе хитрелетсе кĕпе çĕлекен çĕвĕç пекех, сăвăç та хăйĕн сăввине çырнă чух сăвă «пирне» сăмахсемпе-шăрçасемпе «тирсе» илемлетет çав.

Мĕн анчах сăвăнтармасть, хумхантармасть иккен сăвăçа. Сăввисенчи чи ăшă та вĕри, черчен те ĕлккен юратăвĕ - ачисем, кунтах мăшăрне   хисеплени, унпа мăнаçланни, çавăн пекех пурнăç тутине ас тивнĕ ăшшĕпе амăшĕ, пĕртăвансем, ял-йыш   ал тупанĕ çинчи пек яр уçă. Чĕререн тухакан туйăмсем тинĕс хумĕсем евĕр чуна çупăрлаççĕ. Сăнарлă сăввăсем урлă эпĕ сăвăçăн иртнĕ тата паянхи кун-çулне витĕр куртăм. Унпа пĕрле ăшшăн култăм, хĕпĕртерĕм, чунпа пăшăрхантăм, ăша пăлхатрăм. Сăвăсенчи илемлĕ те пуян шухăшлă çаврăмсемпе паллашнă хыççăн чĕререн хĕпĕртерĕм, хамăн кун-çулăма тарăнрах хакларăм. Тĕрĕсех. Енчен те сăвăç хăй чăтнă, курнă, тÿссе ирттернĕ пулăмсем-самантсем пирки хăй чунĕ витĕр сăрăхтарса кăларса çырмасан, çут çанталăк асамĕпе, пирĕнпе пулса иртекен пулăмсемпе, кил-хуçалăхра усă куракан тĕрлĕ хатĕр урлă сăнарласа танлаштармасан ăна вулакан ĕненмĕ.

Ĕмĕрлĕхех куçне хупнă иккĕмĕш мăшăрне халалланă сăвă та юратупа çуталать. «Тав тăватăп мăшăра» сăвăра çапла йĕркесем пур: «Мăшарăм, эс ман умра, Эс ялан чунра, ăшра. Икĕ çурма тăлăха Хÿтлĕх патăн, тав сана!» Пĕрремĕш упăшкинчен икĕ ачапа юлнăскере çĕнĕ мăшăрĕ, маттур та ăста вĕрентекен Севастиан Архипов, юратса качча илет. Икĕ тĕпренчĕкне хăйĕнни пекех савать. Унпа пĕрле кун çути кăтартса тата 3 ачана ура çине тăратать сăвăç. Хĕрарăмшăн чăн телей вăл – çемье. Хăй йăвине чунпа упрать, хÿтĕлет вăл. Иккĕше те шкулта ачасене вĕрентсе ĕмĕрне ĕмĕрлеççĕ. Чăвашлăхшăн, пуласлахшăн ырми-канми тарăшаççĕ.

Кĕнекере вăрçă тематики уйрăм вырăн йышăнать. Ачалăхĕ шăп та лăп хаяр та усал вăрçă кунĕсене лекнĕ Ольга Александровнăн. Тăван халăх тÿснĕ асапа вăл ял-йышĕпе пĕрле тÿсет, чун-чĕри витĕр çав усал, хаяр   вăя сивлесе, ылханса, çавах та малашлăха ĕненсе чунне хĕвелле   çутатса сăнарлать. Çакна «Днепр шывĕ синче», «Тăван çĕршыв тав тăвать», «Днепр шывĕ» сăвăсенче куратăн.

Ачасене шкулта чăваш чĕлхи вĕрентсе тăван чĕлхепе уйрăлми çыхăнса-тĕвĕленсе ларнă Ольга Алексндровнăн канăçсăр чĕри çак йĕркесене çырмасăр епле чăттăр: «Çапла эп хам пурнăçăма Чăваш сăмахĕпе ирттертĕм. Ыр туртăма сăвва хума Хушса тарать мана чĕреçĕм».

Ольга Архипова хайланă сăвăсен тематики питĕ анлă. Вĕсен килĕнче хăналаннă чăвашсен паллă та маттур сăвăçисемпе ÿнерçисем те пур кунта. Никифор Ваçанкка, Петр Сизов, Александр Артемьев тата ытисем те. Аслашшĕ-асламăшне, хуняшĕ-хунямăшне, ĕçтешĕсене те тав тума манмасть вăл. Ачасем валли те сăнарлă çырма ятарлă мелсем шырать, çут çанталăк илемне, унăн пуянлăхне – чĕр чунсене, ÿсен тăрана, йывăçене, кайăк-кĕшĕке сăвă çырнă чух ташлаштару пек усă курать. Вĕсем валли те пуян та паха чăваш чĕлхин ăслăлах хутаççинчен   вырăнлă та кирлĕ сăмахсем туртса кăларть.

Ку кĕске хаклавра Ольга Архиповăн пултарулăхне тарăннăн та туллин уçса пама ума тĕллев лартман эпĕ. Сăвăсене вуланă май эпĕ асăрхаманнине, уçса çитерейменнине вулакан хăй те тĕшмĕрттĕр. Çапах та тепĕр сăвă пирки каламасан кунта мĕн çырас тени мана пĕтĕмпех çырлахтармĕччĕ. Иртнĕ пурнăçне куçран хăрамасăр тÿрреммĕн тинкерсе Ольга Архипова чунне çапларах уçать. «Умăрта таятăп пуçăма» сăввăн пĕр çăврăмне пĕрле вулар-ха. «Пĕр пуçланнă кун вĕçленетех. Тÿпери хĕвел те анатех. Тем пек тăрашсан та, тăвансем, Икĕ ĕмĕр пурнаймасть этем. Вăрăм çул вĕçне çывхарнă май Умăрта таятăп пуçăма, Ырлăх пултăр, сывлăх пултăр, тетĕп, Пехиллетĕп…» Хăйĕн вилĕмĕнчен шикленмен çын çеç çапла çырма пултарать. Эп çырайммăттăм. Пĕр шутласан, кун пек çырма чунри хăюлăх та кирлех çав. Сăвăçăн çурăмĕ хыçĕнче 91 çул. Сахал мар. Апла пулсан та пурнăç пире нихçан та тăрантса çитермест. Пурнăç панă кунсем темле хĕресленсе, çаврăнса, пĕтĕрĕнсе пырсан та таса сывлăшпа сывлас, утас çулпа утас, калас сăмаха калас килет.

Каласах пулать, «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххинче автор хăй çырнă сăвăсемсĕр пуçне ăна хăйне чăваш сăвăçисем халаллани те чылай. Юхма Мишши, Юрий Сементер, Валери Туркай, Раиса Саппи, Светлана Асамат, Альбина Юрату. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Пĕр чăнлăха çеç. Ольга Архипова халăх пĕлекен тата юратакан чăваш ялĕпе кун-ÿлне çыхăнтарнă чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен ăстаçă пулнине ăнлантарать. Çирĕплетсех калатăп, çакăн пек сумлăха чун-чĕререн парăнса тăвакан ĕçшĕн çеç тивĕçме пулать.

Кĕнекере çавăн пекех кĕçĕн хĕрĕ Вера Архипова, мăнукĕсем Владимирпа Татьяна, кинĕ Лариса Фомина-Архипова çырнă сăвăсем те кĕнĕ. Кунтах сăвăçăн пурнăç тапхăрĕсемпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксем те вырăнлă. Унăн пур тăванĕпе, пĕрле вăй хунă ĕçтешĕсемпе, пултаруллă сăвăçсемпе тата кĕвĕ ăстисемпе те сăн укерчĕк урлă курса паллашма пулать. «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххине Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. «Чун хĕлхемĕ» ум сăмаха Чăваш халăх çыравçи Юрий Сементер, «Куççа йăхĕн ырă тĕслĕхĕ» статьяна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров хайланă. Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ Вера Архипова.

Кĕнекене пахаланă май эпĕ Ольга Александровнăна   тата нумай çул пире савăнтарса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп. Çĕр çул урлă каçмалла пултăр. Çĕнĕ сăввисемпе пирĕн   чуна кĕтĕр. Эпир ачисене-тăванĕсене-вĕрентекенсене çул кăтартса пыракан пурнăç мĕнне чунпа ăнланнă, чăвашлăх ĕçĕнче куç хупми тăрăшнă çыннăн   пархатарлă ĕçне малалла тăсăпăр. Май пур таран ачамăрсене тăван халăха, анне чĕлхине, йăла-йĕркене çак маттур чăваш хĕрарăмĕ пекех юратма, хаклама, сума сума вĕрентĕпĕр.

… Аллăмри «Çунатлан, чĕрем» сăвă пуххи   чăваш тĕнчине ирĕклĕн те çунаттисене вĕл! сарса вĕçсе кĕрессе пĕрре те иккĕленместĕп.

 

Альбина ЮРАТУ

 

Юманайское сельское поселение Шумерлинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429106, Шумерлинский район, с. Юманаи, ул. Мира. д.5
Телефон: 8(83536) 62-7-83
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика