Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов "Раççей чăваш пики" конкурс çĕнтерÿçине чысларĕ

21:43 25 декабря 2020 г.

Раштавăн 24-мĕшĕнче "Раççей чăваш пики-2020" конкурс-фестиваль çĕнтерÿçине, Канаш район хĕрне Анна Беллиевăна ятарласа конгресс çуртĕнче чысларĕç.
Аса илтеретпĕр, коронавирус чирĕ анлă сарăлнине пула кăçал йăлана кĕнĕ конкурса онлайн мелĕпе ирттерме лекрĕ. Раççей регионĕсенчен тата Чăваш Ен районĕсенче пурĕ 21 пике видеоматериал ярса пачĕ. Ăна сумлă жюри пысăк экран çинче тĕплĕн пăхса тухса хакларĕ. Çак мероприятие интернетпа тÿрех пăхма май туса патăмăр. Чи нумай балл пуçтарса 10-мĕш класра вĕренекен Анна Беллиева çĕнтерчĕ. Ăна ЧНК президенчĕ уйрăм чыслама шутларĕ.
Анна конгресс çуртне ашшĕ-амăшĕсемпе тата çывăх юлташĕсемпе килчĕ.
Николай Федорович çĕнтерÿçĕне тухъя тăхăнтартнă май унăн ашшĕпе амăшне хастар та пултаруллă хĕр çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Аннăна малашнехи пурнăçра малта пыма сунчĕ. Çавăн пекех Аннăпа унăн тăванĕсене конкурсăн жюри председателĕ, Чăваш Патшлăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин та саламларĕ, ăнăçу сунса дипломпа чĕрĕ чечек парнелерĕ.
Ан тив, çак чыслав Аннăн малашнехи çулне уçса пытăр, чăвашлăха хаклама вĕренттĕр.

 

  фоторепортаж



ЧНК пресс-служби.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика