Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » «Раҫҫей чӑваш пики— 2020» — Канаш районӗнчи Анна Беллиева.

12:09 20 декабря 2020 г.

        Раштав уйᾱхẽн 19 -мẽшẽнче  «Раҫҫей чӑваш пики-2020» конкурс иртнӗ.  Кᾱҫал ытти ҫулхи пек пысӑк йышпа, тулли залпа  ирттерме май килмен пулин те ӑна пӑхакансем йышлӑ пулнӑ. Онлайн- мелпе йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ епле пынине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен трансляциленӗ.

         Конкурса хутшӑнакан хӗрсем сцена ҫине тухма май килмен пулин те, ẽҫсене вӗсем видео ӳкерсе ярса панӑ. Кашни хẽрẽн пултарулᾱхне     сумлӑ жюри хакланӑ !
          Вӗсен хушшинче Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗн президенчӗ Алина Федорова, "Раҫҫей чӑваш пики-2019" Татьяна Матросова, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин, ЧНК ӗҫтӑвком председателӗ Анатолий Ухтияров, "Сарпике" ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи Алиса Лукина, ЧНК культура комитечӗн пайташӗ Алина Окружнова.

Хẽрсен пултарулᾱхẽпе куҫа куҫᾱн  паллашма май килменрен ку ẽҫ вẽсемшẽн ҫᾱмᾱлах пулмарẽ. Ḉапах та  жюри членẽсен ᾱсталᾱхẽ конкурса хутшᾱнакансене тẽрлẽ номинацире тẽрẽс хаклама пулᾱшрẽ. 

            Конкурсра вице-пике ятне Шупашкар хулинчи Виктория Леонтьева тивӗҫнӗ, «Тараватлӑ пике» — Шупашкарти Инесса Шашкина, «Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» — Чӗмпӗр облаҫӗнчи Алина Борисова. «Куракансем килӗштернӗ пикене» куракансем интернет сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Вӑл — Елчӗк районӗнчи София Ананьева (Елчӗк районӗ). «Раҫҫей чӑваш пики— 2020» вара — Канаш районӗнчи Анна Беллиева.

         Конкурса хутшӑннӑ пур пикесем те дипломсене тивӗҫеҫҫӗ. Номинацисенче мала тухнисене лауреат дипломӗпе тата парнепе чыслаҫҫӗ. "Вице-Раҫҫей чӑваш пики" ята тата "Раҫҫей чӑваш пики" сумлӑ ятсене тивӗҫнӗ хӗрсене дипломсемпе хаклӑ парнесемпе саламлӗҫ. Тӗп парнене - тухьяна, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов "Раҫҫей чӑваш пики-2020" титула илнӗ Канаш район пикине Беллиева Аннӑна тӑхӑнтарӗ.

 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика