КЛИМОВСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ 

ИБРЕСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕлĕмкассисем - Гран-при дипломачĕсем

15:04 16 декабря 2020 г.

Кĕлĕмкасси культура çуртĕнче ĕçлекен пултаруллăх ушкăнĕсем кăçал тĕрлĕрен конкурс- фестивальсене хутшăнса пысăк çитĕнÿсем кăтартрĕç. Хашĕ-пĕрисем çинчен хаçатра та çырса пĕлтернĕччĕ. Раççей шайĕнчи, регионсем хушшинчи , республикăра тата районта иртнĕ конкурссенче чи пысăк наградăсене тивĕçрĕç.

Республикăра ирттернĕ В.П. Воробьев 120 çул  тата Чаваш автономийĕ 100 çул çитнине халалланă чăваш халăх юррисен «Янра юрă» II Республика  фестивалĕнче «Тарават» халăх хорĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕ чи пысăк хисепе тивĕсрĕ, Гран-при дипломне çĕнсе илчĕ. Вĕсем шăрантарнă Василий Воробьев çырнă «Шурă кавакарчăн» тата хамăр тăрăхри чăваш халăх юрри-такмакĕсене жюри ырласа йышăннă. Пĕтĕм Раççей хорĕсен обществи ирттерекен конкурсра Кĕлĕмкассинчи «Тарават» халăх хорĕ иккĕмĕш вырăна тухса 2 степеньлĕ Диплома тивĕçрĕ.

Гран при диплома çакăн пекех Республикăра ирттернĕ «Çирĕп пирĕн çунатсем» фестиваль-конкурсра та тивĕçнĕ. Кунта «Йăлтăм» фольклор ушканĕ Трифон Сергеев купасçăпа пĕрле «Урам кĕввисене» тĕрлĕ инструментсем çинче выляса кăтартнă. Сергеев Трифон Сергеевича Чăваш республикин ветерансен Канашĕн Президиумĕ Хисеп грамоти парса чыс турĕ. Çак ушкан тата ватăлма пĕлмен купăсçă Куславккара ирттернĕ республикăри уçă «Чувашские переливы» фестиваль-конкурсран та Диплом тата Тав çырăвесем илсе таврăннă. Районта ирттернĕ «Выля хуткупăс» конкурсра та ансамбльсем хушшинче малти вырăна йышăннă.

Надежда Никандрова  «Салтак çырăвĕсем» хайлавпа Раççейри халăх пултаруллăхĕн «Салют Победы» конкурсра мала тухса 1 степеньлĕ лауреат Дипломне çĕнсе илчĕ.

«Йăлтăм» фольклор ушкăнĕ «Пир çапни» композици кăтартса, Регионсем хушшинче ирттернĕ чăваш халах пултаруллахĕн «Эпир чаплă ăруран» фестиваль-конкурсра «Халăх йали-йĕркисене упраса пынăшăн» уйрам номинацин Дипломне тивĕçрĕ.

Илемлĕ саслă Зинаида Ефимова Регионсем хушшинче ирттернĕ чăваш халах пултаруллăхĕн «Истоки» фестиваль-конкурсра «Эстрада вокалĕ» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илсе 1 степеньле диплом илчĕ.

Республикăри театр коллективĕсен Çĕнтеру 75 çулне  халалланă «Мухтав ахрăмĕ» фестиваль –конкурсра кĕлĕмкассисем «Чи лайăх комедилле спектакль»  номинацире çĕнтернĕ. Кашни артиста тата режиссерне Надежда Никандровăна дипломсем парса хавхалантарнă.  Сумлă жюри драма коллективне «халăх театрĕ» ята илме суннă.

Çамрăксем те хăйсен пултаруллăхне пысăк шайра кăтартассĕ. Мария Петрова культорганизатор «Чувашия – любовь моя» конкурсра «Илемлĕ сăмах» номинанацире Гран при дипломне тивĕçрĕ. Алексей Александров СССР халах артисчĕ Вера Кузьмина ячĕпе ирттернĕ илемлĕ самах конкурсра малти вырăна йышăнса 1 степеньлĕ лауреат дипломне çĕнсе илчĕ.  Районта иртекен фестиваль-конкурссенче те малти ретре: «Таша олимпĕ» конкурсра «Энергия» ташă ушкăнĕ икĕ номинацире мала тухса икĕ 1 степенлĕ Дипломсем илме тивĕç пулнă.

«Хĕрарăма мухтар!» конкурсра ялти пултаруллăх ушкăнне çурекен Ольга Анисимова «Чи маттур ял хĕрарăмĕ- 2020» ята тивĕçрĕ. 

Сак пысăк çитĕнÿсем Кĕлĕмкассинчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем çанна тавăрса, ырми-канми тăрăшнинчен нумай килет. Уйрăмах Надежда Никандрова пултаруллăх ертÿçине палăртмалла. Вăл ялти талантсене тупса, вĕсен пултаруллăхне ÿстересе пырассишĕн пĕтĕм чунне, вăй-халне, ăсне парса тăрăшать.

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика