Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Чăваш тĕррин управçине – Мăкăр ялĕнчи Вероника Ивановăна тав çырăвĕпе чысланă

12:06 27 ноября 2020 г.

Кăçал Чăваш тĕррин кунне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ырă пуçарăвĕпе пуçласа паллă турăмǎр. Áна республикăра савăнăçлă лару-тăрура чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти  оперăпа  балет  театрĕнче  уçрĕç. Унта Чăваш тĕррин  управçисене  те, «Сурпан Пĕрле» акцие  хутшăнакансене те  пухрĕç.

Хаклă  та  сумлă  хăнасен кăмăлне  тĕрлĕ куравсемпе уяв концерчĕ  çĕклерĕ. Чи  хастаррисене, чăваш тĕррин  управçисене тата «Сурпан Пĕрле» акцие  хутшăнакансене  пархатарлă ĕçсемшĕн тĕрлĕ  наградăсемпе  чысларĕç.

Палăртма кăмăллă, мухтавлă Канаш ен чысне «Сурпан Пĕрле» акцие хутшăнса (сурпан тĕрлесе) Мăкăрти культура çурчĕн ертÿçи, «Туслăх» фольклор ушăнĕн ертÿçи Вероника Иванова  тивĕçлипех  хÿтĕлерĕ.

Áна  асăннă  акцие  хастар  хутшăннăшăн  тата  çамрăк   ăрăва  тăван  культурăна  аталантарма, чăваш тĕррин  ăстисен  пĕлĕвне сарас ĕçре активлă пулнăшăн Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвĕпе чысланă, чĕрĕ чечек  çыххипе тата  Евгения Жачева çырнă чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса паракан кĕнекепе хавхалантарнă.

Саламлатпăр,  малашне те  ăнăçу  сунатпăр!

 

 

фоторепортаж

 

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика