Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн вăй – пĕрлĕхре!

14:52 04 ноября 2020 г.

 Паян Раççейре Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Вăл çĕршывăмăршăн питĕ пĕлтерĕшлĕ уяв. Нумай нациллĕ пулнăран çак кун пирĕншĕн уйрăмах хаклă. Ку уяв тăван тăрăхăмăра юратма, тăван халăхăмăра хисеплеме, пĕр-пĕринпе яланах килĕштерсе пурăнма вĕрентет.        

  Сител ял халăхĕ те туслăха пысăк вырăна хурать. Яланах килĕштерсе пурăнма тăрăшать. Шăпах çавăнпа та çак уява хисеплет. Паян та Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ялти клубра Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленипе «Пирĕн вăй - пĕрлĕхре!» çaвра сĕтел ирттерчĕç. Унта вĕсем уяв историйĕпе тата паллă пулăмĕсемпе паллаштарчĕç. Çак кун пĕтĕмĕшле тĕллевсем тавра пĕрлешмеллине вĕрентнине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç.       

   Çaк мероприятие уйрăм çынсемсĕр пуçне Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата районпа вырăнти депутатсем, староста хутшăнма хапăл турĕç. Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров уяв ячĕпе саламланă май тăван çĕршыв историне пĕлни, хисеплени паянхи пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерсе утăм хыççăн утăм тума пулăшса пынине каларĕ. Çавăн пекех ял аталанасси те пĕрлĕхрен, пурте пĕр шухăшлă пулнăран тытăннипе кал-кал пурнăçланса пынине çирĕплетрĕ.     

  Кунта пухăннисем хаваспах культура ĕçченĕсем ятарласа уяв ячĕпе хатĕрленĕ буклетсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Кайран çитес кунсенче тата малашлăхра ял аталанăвĕшĕн, халăхшăн туса ирттермелли усăллă ĕçсене сÿтсе яврĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика