Муниципальное бюджетное  учреждение культуры "Централизованная библиотечная система"                                       Вурнарского района Чувашской  Республики                                       
 
  «Чăваш  Республикин Вăрнар районěнчи библиотекăсен пěрлештернě системи»
муниципаллă бюджет культура учрежденийě
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: УЛЬККА ЭЛЬМЕН

11:34 21 октября 2020 г.

Пирĕн редакци хăни паян – паллă чăваш прозаикĕ Улькка Эльмен. Малтанхи сăввисемпе калавĕсем, повеçĕсем Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерӳ çулĕ» хаçатра, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче пичетленнĕ. Вăл 2002 çултанпа Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..», «Кая юлнă ӳкĕнӳ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана...» (виçĕ кĕнекерен тăрать), «Сарă кĕпе». Кăçал вара «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» калавĕ «Инкеклĕ телей» коллективлă сборникра пичетленчĕ.

1) – Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн – çур пурнăç. Эпĕ кĕнеке вуланă, хам çырнă вăхăтра хама пачах урăхла туйма пуçлатăп.

2) – Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Пурнăçра пулса иртекен пулăмсем, тĕрĕсмарлăхсем, пысăк ĕçсем.

3) – Юратнă поэт, прозаик.
– Эдуард Асадов, Петĕр Хусанкай, Николай Карамзин, Александр Артемьев, Хветĕр Уяр.

4) – Юратнă кĕнеке.
– «Салампи».

5) – Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Вĕсем нумай. Ыйтăвĕсем те çавăн пекех.

6) – Пурнăç девизĕ.
– Нихăçан та никам умĕнче те пуçа пĕкмелле мар.

7) – Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Çемьери çывăх çынсене вуласа паратăп хăш-пĕр сыпăкĕсене. Вулакан сĕнĕвĕнчен, хак панинчен пысăкки çук.
 
Первоисточник:  https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_1320%2Fall
 
                              https://vk.com/club177422962?w=wall-177422962_374%2Fall
 
 
 
 
 
 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Вурнарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика