Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 85 çулта пулсан та утатпăр малалла!

08:19 24 октября 2020 г.

  Телей тени вăл кашнийĕшĕн тĕрлĕрен пулать. Кашнийĕшĕ ăна хăй майлă ăнланать. Хăшĕ ăна сывлăхра, хăшĕ вара укçара шырать. Хĕрарăмсемшĕн вара вăл – çумра лайăх мăшăр пулни, йăха малалла тăсмашкăн ывăл-хĕр çуратса тĕрĕс воспитани парса ÿстерни. Унсăр пуçне хăв юратнă ĕçе суйласа илсе вăй хуни те. Шăпах çапларах хуравларĕ телей пирки ыйтсассăн паянхи кун 85 çул тултарнă Сителти ырă та таса чунлă Вера Герасимовна Реймова. Вăл каланă сăмахсемпе килĕшмесĕр пĕрре те пултараймастпăр.      

  Чăннипех хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче Вера аппа телей кайăкне еплерех алра тытмаллине пайтах курнă, ăнланнă. Йывăр саманара çуралнăскерĕн шăпа сукмакĕпе ырă пулăмсем çеç мар кăмăла хуçаканнисем те самаях тĕл пулнă.      

  Вера Герасимовна çакă çут тĕнчене Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче йышлă çемьере килнĕ. Çуралсассăн амăшĕ ăна шурă кипке тăхăнтартнă майăн ырă кун-çул пилленĕ. Анчах та яланах çывăх çынсем е эпир кĕтнĕ пек пулмасть çав. Илемлĕ те хитре хĕр 6 çулта чух çĕршывăмăрта чăтма çук йывăр кунсем пуçланнă. Хаяр та усал тăшман вăрçăпа тапăнса кĕрет. Савăнса выляса çÿремелли вăхăтра Верăн, ытти ачасем пекех, аслисемпе пĕр рете тăрать. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçе хутшăнма пуçлать. Ырми-канми халăхпа пĕрле уйра, вăрманта, ирĕн-каçăн вăй хурать. Çав вăхăтрах амăшне килте те пулăшать.        

  Вăрçă Веран çемьинче нихăçан тÿрленми темиçе суран хăварнă. Çак хаяр тăшман малтан ашшĕн, кайран пиччĕшĕн пурнăçĕсене татнă. Амăшĕ усал хыпарсене илтсен татăлса йĕнине халĕ те манмастăп тет ватă хĕрарăм. Халĕ те çак ÿкерчĕк унăн куçĕ умĕнчине палăртать вăл.      

  Чăнах та нумай асап, нуша тÿссе ирттерме тивнĕ вăрçă çулĕсенче халăхăн. Çапах та никам та шанăçа çухатман. Пурпĕр пирĕн салтаксем Çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтнĕ. Вера Герасимовна та лару-тăру ырă енне улшăнасса шаннă, ĕненнĕ. Çавăнпа та вăл яланах пĕлÿ илме, шкула çÿреме ăнтăлнă. Ара вĕренни пурнăçра питĕ усăллă пулнине вăл лайăх ăнланнă. Çапла, май килсессĕн пике хăйсен ялĕнчи шкулта çичĕ класс, кÿршĕ ялта вара вуннă пĕтернĕ. Çитĕнсе çитнĕ хĕр кунпа кăна çырлахса ларман. Мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ профессие алла илесси пирки шухăшланă. Малалла вĕренме Канаш хулине кайнă. Унта вăл икĕ çул медицина сестри пулмашкăн пĕлÿ пухнă.      

  Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕн дипломне илнĕ хыççăн Вера Герасимовнăна училище хушăвĕпе Первомайски районĕн больницине яраççĕ. Çапла вара вăл 1955- мĕш çулта Сителти фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хума пикенет. 1960-мĕшĕнчен вара Аслă Арапуçĕнчи сиплев учрежденийĕнче терапевт пулăшуçи пулса ĕçленĕ. Çавăнтанах вара тивĕçлĕ канăва питĕ нумай хисеп тата тав хучĕпе тухнă. Ырми-канми, хăйĕн тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлакан илемлĕ сăн питлĕ пикене пурте килĕштернĕ. Ватти-вĕтти ăна ăшă кăмăлĕпе ылтăн аллишĕн тав тунă.        

  Йĕкĕтсен хушшинче куç хывакансем те пайтах пулнă çамрăк та илемлĕ сăн-питлĕ, тĕпĕлкке кĕлеткеллĕ фельдшерицăна. Анчах та Вера аппан шăпа сукмакĕ Василий Реймовăннипе пĕрлешет. Пур ĕç çумне те алли пынипе, çынсене хисеплеме пĕлнипе килĕштертĕм ăна тет паянхи юбиляр. Çапла вара икĕ пĕр-пĕрне савакан чунсем 1957-мĕш çулта çемье çавăраççĕ. Çак мăшăр килĕштерсе пурăннипе, пилĕк тĕпренчĕкне кун çути парнелесе тĕрĕс воспитани панипе, яланах пурне те пулăшма хатĕр пулнипе ял çинче хисепе тивĕç пулнă. Вĕсем пирки халăх ырăпа çеç аса илет.    

   Паянхи кун вăл Коля ывăлĕн çемьипе килĕштерсе пурăнать. Мăшăрĕ, шел пулин те, çумра çук пулсассăн та малаллах утма ăнтăлать. Ачасем, мăнуксем тата кĕçĕн мăнуксем пурри, яланах килсе кайса пулăшса тăни, ватă асламăш-кукамăшне манманни савăнтарать, вăй-хăват парать тет 85 çулхи Вера аппа. Вĕсенчен вара питĕ пуян пулнине, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем саккăршара çитнипе хавхаланнине палăртать.      

   Çапла шăпа йĕрне çырмашкăн, телей кайăкне тытмашкăн пĕрре те çăмăл мар. Калама çеç.      

   Паянхи сумлă юбилей кунĕнче Вера Герасимовнăна вырăнти влаç хуçисем те манмарĕç. Ырă та ăшă чунлă 85 çулхи хĕрарăма Аслă Арапуçĕнчи ял тăрăхĕнчен те салам сăмахĕсемпе килсе хисеп турĕç. Аслă Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕн тав хутне Аслă Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕпе специалистчĕ Наталия Ермошкинапа Валентина Ильина илсе çитерсе çепĕç те чĕререн тухакан хаклă сăмахсемпе саламларĕç, яланах сывлăхлă пулса нумай-нумай çул тăванĕсене, ял-йыша савăнтарса пурăнма каларĕç. Çавăн пекех сумлă аппана Сителти вулавăш пунктчĕн библиотекарĕ Оксана Хомуткина пурнăçăн тумхахĕсене çĕнтерсе пырса малалла утма тăнăçлăх, çăл-куç пек тапса тăракан вăй-хал сунса асӑнмалӑх парнепе чысларĕ. Аслӑ Арапуҫ культура ҫурчĕн ĕҫченĕ Валерий Фролов саламланӑ май купӑспа тĕрлĕ кĕвĕсем выляса, илемлĕ юрӑсем юрласа савӑнтарчĕ. Юбилярӑн юратнӑ композицине шӑрантарса парса Вера аппан кӑмӑлне ҫемҫетрĕ, хавхалантарчĕ.      

  Юбиляр та килнĕ хăнасене чейпе сăйланă майăн ватта хисеплесе килнишĕн, сума сунишĕн тав турĕ, вĕсен ырă саламĕсем аслă çулхи çынсемшĕн питĕ хаклă та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çакӑ чаплă юбилей кÿтĕр сире телей!

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика