Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕр кун та ĕçсĕр ларман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман

11:58 15 октября 2020 г.

   Нумай чухне çыннăн пурнăçĕ еплерех йĕркеленесси хăйĕнчен килет теççĕ. Манăн çакăнпа вара пĕрре те килĕшес килмест. Пирĕн кун-çулăмăр таппийĕ тĕрлĕ самана саккунĕсене пăхăнса çырăнать тесе каласшăн эпĕ.

  Сител ялĕнче кун çутине курнă Иван Ильич Сынгоров та хăйĕн пурнăçне яланах тикĕс те тумхахсăр çулпа чуптарасшăн пулнă ахăртнех. Анчах та паян тăхăрвунă çул тултарнă ватăн çак сукмак çинче ырри те, нуши те самаях пулнă. Йăлтах вăл çуралса ÿснĕ тапхăр ылмашуллă пулнине пула.

  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен çуралнăскерĕн ачалхĕпе çамрăклăхĕ пулман та тейĕн. Хăрушă самана вăхăтĕнчи пурнăçа нумай курма тивнĕ унăн. Вунă çула çитичченех колхоз ĕçне явăçтарнă ăна. Аслисемпе пĕртан хирте тăрăшнă: çум çумланă, тырă акнă, тырă вырнă тата ытти нумай йывăр ĕçе пурнăçланă. Пĕр кун та ĕçсĕр ларман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă. Пурне те чăтнă, нăйкăшман. Çавна пулах ĕнтĕ халĕ те сывлăх енчен Иван Ильич аптрасах каймасть. Ĕçпе пиçĕхнĕ кĕлетки унăн паянхи кун та тĕрекне çухатман–ха.

  Вăрçă чарăнсан та ун чухнехи кун-çул йывăррăн шунă. Çапах каччă пуçне усман. Хăйĕн пурнăçне малаллах йĕркелесе пыма ăнтăлнă. Тăван колхозра ырми-канми вăй хунă вăл. Тивĕçлĕ канăва та унтанах кайнă маттур та тăрăшуллă Иван тете.

 Иван Ильич Сынгоров Шурăт Нурăс хĕрĕпе çемье çавăрнă. Хăй пек пултаруллă мăшăр лекнĕ ăна. Вĕсем Таиç аппапа иккĕшĕ питĕ килĕштерсе пурăннă. Тăватă ача çуратса юратура ÿстерсе тĕрĕс воспитани панă.

  Паянхи юбилейпе саламлама Иван тетен пур тăванĕ те пухăннă. Аякра пурăнакан ывăл- хĕрĕсем те инçе çула кĕскетсе килме май тупнă. Сумлă ватта хисеплесе çуралнă кун саламĕпе Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхĕнчен те ҫитнĕ. Ҫак хаклӑ уявпа юбиляра Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхĕн специалистчĕ Алевтина Павлова, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, Аслă Арапуçĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Фролов саламларĕç. Патăрьел район администрацийĕн салам открыткийĕпе пĕрле тав хучĕпе хакланă май Иван Ильича яланах паянхи пек çирĕп сывлăхлă пулма, çакăн пек савăк кăмăлпа çÿреме сунса асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика